Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Диспансеризаци тухма – кану кунĕ

Диспансеризаци тухма – кану кунĕ

РФ Патшалăх Думи виççĕмĕш вулавпа РФ Ĕç кодексне тÿрлетÿсем кĕртме йышăннă. Çапла малашне 40 çул тултарнă тата аслăрах çынсен диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухма 1 кану кунĕ илме ирĕк пулĕ.

«40 çул тултарнă тата аслăрах ĕçлекен çынсем çулталăкра 1 ĕç кунне диспансеризаци валли усă курма пултараççĕ. Çакăн пек чухне вĕсен ĕç укçи сыхланса юлмалла», – палăртнă документра.

Маларах çакăн пек пĕр куна виçĕ çулта пĕр хутчен илме ирĕк пулнă. Диспансеризаци тĕрĕслевне тухма илнĕ «кану» кунне ĕçлекен çыннăн медицина учрежденийĕнчен панă справкăпа çирĕплетмелле пулĕ.

«Хальхи вăхăтра ĕç паракансем ĕçлекенсене пур чухне те диспансеризаци тĕрĕслевне тухма кун уйăрса памаççĕ. Çапла çынсем хăйсен шучĕпе кану кунĕ илсе диспансеризацие хутшăннă, çавна май вĕсен ĕç укçи чакнă. Ку чухне нумайăшĕ диспансеризаци тĕрĕслевне те хутшăнман. Çакă вара вăраха кайнă тата ытти хăрушă чирсене малтанхи тапхăрсенче тупса палăртассине те ура хурать.

– Çĕнĕ йышăну граждансене хăйсен сывлăхĕ çине тимлĕх ытларах уйăрма парĕ, – палăртнă РФ Патшалăх Думин Председателĕ Вячеслав Володин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code