Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Фонтана мĕншĕн чарĕç?

Шупашкарти тĕп фонтана кашни ытларикун санитари ĕçĕсем ирттерме чарĕç.

Профилактика кунĕнче расписани улшăнĕ: пĕрремĕш çурринче фонтан ĕçлемĕ, анчах 18-22 сехетсенче музыка программипе киленме пулĕ.

Асăрхăр! Фонтанри шыва ĕçме юрамасть. Ку вар-хырăм инфекцийĕ, конъюнктивит тата респиратор чирĕ патне илсе çитерме пултарать.

Аслă шкула – почта урлă

Аслă шкула вĕренме кĕрес текенсем документсене йышăну комиссине почта урлă та ярса параяççĕ. Ку çĕнĕлĕх эпидеми лару-тăрăвĕпе çыхăннă.

Документсене Раççей Почтин кирек хăш уйрăмĕнчен те ăсатма пулать. Чи кирли, çыру мĕн вăхăт каяссине шута илмелле, йышăну комиссийĕн адресне тĕрĕс палăртмалла, документсене саккаспа е бандерольпе ямалла, трек-номер /унпа çырăва йĕрлеме пулать/ палăртнă квитанцие упраса хăвармалла.

Чарăну ятне улăштарĕç

Шупашкарти «Çеçпĕл» кинотеатр» чарăну малашне «Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ» ятлă пулĕ.

Кинотеатр ĕçĕ-хĕлĕ 2014 çултах чарăннă, 2016 çулта унăн çуртне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ вырнаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code