Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ

Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ

«Чăваш Ен сăррисем» фестиваль кăçалхипе пиллĕкмĕш çул иртрĕ. Çак проект Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пуçарнипе 2016-мĕш çулта пурнăçа кĕме тытăннă.

Çак проекта йĕркелесе пыракансен, пурнăçа кĕртекенсен шутне тĕрлĕ тытăмри учрежденисем, обществăлла организацисем кĕреççĕ. Вĕсене асăнса хăвармаллах: Чăваш Республикин наци библиотеки, наци музейĕ, культурăпа искусствăн патшалăх институчĕ, патшалăх истори архивĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Шупашкар хулин вĕрентÿ управленийĕ, хулари библиотекăсен пĕрлешĕвĕ, Санкт-Петербургри чăвашсен культура пĕрлешĕвĕ тата Мускав хулин хĕвел анăç административлă округĕнчи библиотекăсен системи. «Чăваш Ен сăррисем» проектăн илемлĕх ертÿçи те пур, вăл – Раççейĕн искусствоведсен ассоциацийĕн пайташĕ, Мускаври В.В.Бианки ячĕллĕ ача-пăча библиотекин ертÿçи Владимир Головачев.

Проект çулсерен вăй илсе пырать. Малтанхи çулсенче вăл ачасен хушшинче ÿкерчĕксен конкурсĕ пек иртетчĕ. Кăçалтанпа вара, конкурс статусĕ те ÿсрĕ, халь вăл регионсен хушшинчи фестиваль шутланать. Тата тĕрлĕ номинацисем пуçарса янă: ÿнерпе фотографи творчестви, ташăпа вокал ăсталăхĕ, литература пултарулăхĕ, тăван енпе генеалогине тĕпчес ĕç, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен професси ăсталăхĕ.

Кăçалхи фестивале çĕршыври тĕрлĕ тăрăхри 189 ял-хуларан 9422 хутшăнакан пулчĕ. Вĕсен шутĕнче: ача садне çÿрекен ачасем те, шкулта вĕренекенсем те, ачасемпе ĕçлекен тĕрлĕ специалистсем те. Ачасем хăйсен пултарулăх ĕçне пурнăçланă çĕре ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне явăçтарни те питĕ паха. Кунта эпир çемье традицийĕсене çирĕп тытса пыма тăрăшнине те куратпăр.

Кăшăллă вирус алхаснипе кăçалхи фестиваль онлайн мелĕпе иртрĕ. Тен, çавăнпа та-и, хутшăнакансем йышлăн пулчĕç. Интернет уçлăхĕнче «Краски Чувашии» ятарлă сайт пур. Унта фестивальпе çыхăннă пĕтĕм информацие тупма пулать. Конкурс ĕçĕсене те кăçал çак сайт урлă йышăнтăмăр.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ пурнăçланчĕ темелле. Кăçал, паллах, ăна республикăн 100 çулхи юбилейне халалласа ирттертĕмĕр. Конкурсантсен ĕçĕсенче тăван çĕршыва юратни, тăван халăх историпе культурине упраса хăварма тăрăшни палăрчĕ.

Пултарулăх ĕçĕсене Чăваш Ен, Мускав, Санкт-Петербург, Хусан хулисенчи культурăпа искусствăра палăрнă тÿресем хакларĕç. Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем çакăн пек: 68 лауреат тата 127 дипломант.

Чи çĕкленÿллĕ самант – финала тухнисене чысласси, паллах. Чыслав кунĕ пирки малашне информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтерĕпĕр.

Т.БАЙМУШКИНА,
Чăваш Республикин наци библиотекин пуçлăхĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code