Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Африка чуми хăратать

Африка чуми хăратать

Кăçалхи июнь-август уйăхĕсенче Самар облаçĕнче сыснасем Африка чумипе чирленин 40 тĕслĕхне тупса палăртни, паллах, Чăваш Республикинче пурăнакансене те сисчĕвлентерет. Чулхула облаçĕн территорийĕнче те çак хăрушă чирĕн 6 вучахне регистрациленĕ.

Хир тата килти сыснасем классикăлла тата Африка чумипе чирлеççĕ. Классикăлла чумапа кĕрешмелли вакцинăсем пур, вĕсене патшалăх çителĕклĕ таран уйăрса парать. Çавна май профилактика прививкисене районти патшалăх тытăмĕнчи ветеринари специалисчĕсем кирлĕ пек пурнăçласа пыраççĕ. Африка чумине хирĕçле вакцина хальлĕхе хатĕрлемен, çак сăлтава пула чир пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрасшăн.

Африка чумине вирус пуçарса ярать. Вăл организмра хăвăрт аталанса сарăлать, ретикул тата эндотели тытăмне сиенлет. Чи малтан ку чире Кăнтăр Африкăра сăнаса пĕлнĕ. Чир Итали, Испани, Португали çĕршывĕсенче сарăлса нумай сиен кÿнĕ. Çут çанталăкра Африка чумипе хир сыснисем ытларах чирлеççĕ, вĕсенчен килти сыснасем апат, шăна-пăван, çăхан, йытăсем урлă чирлеççĕ. Чирлĕ çынсен каяшĕпе вараланнă ĕç хатĕрĕсем чире тата ытларах сарма пулăшаççĕ. Вирус организма лексе чир палли курăнма пуçланин инкубаци тапхăрĕ – 2-5 кун. Вăл питĕ хăвăрт е майĕпен сарăлма пултарать. Питĕ хăвăрт сарăлнă тапхăрта сыснасем кĕтмен çĕртен чир паллисĕр вилеççĕ. Чир ерипен сарăлнă чухне ÿт температури 42,5 градус таран ÿсет, выльăх йывăр сывлать, сывлăшĕ пÿлĕнет, ÿсĕрет, апат çимест, хăсать, ăна шалкăм çапать, юнлă варвитти пуçланать. Чирлĕ çынсен хăлхисемпе сăмсисем кăвакараççĕ, выльăх вăйран кайса хăвăрт вилет. Африка чумине хирĕçле мероприятисем хушшинче профилактика прививкисем çук, мĕншĕн тесен вакцина пулманнине маларах палăртрăмăр. Çак чир хăвăрт сарăлма пултарнине шута илсе унпа кĕрешмелли тĕп меслет вăл – чирлĕ сыснасене сыввисемпе хутшăнма паманни. Пĕр-пĕр фермăра Африка чуми сиксе тухрĕ пулсан, унти сыснасене пуçĕпех пĕтермелле, çунтарса сиенсĕрлетмелле, витесене тасатса дезинфекци тумалла. Çак ферма тепĕр çултан анчах сыснасем ĕрчетме юрăхлă шутланать.

Африка чуминчен асăрханса çак ĕçсене туса ирттермелле:

– сысна фермисенче хупă режимпа ĕçлессине малалла тăсмалла;

– уйрăм хуçалăхсенче, пĕчĕк фермăсенче сыснасене урама кăлармасăр çитĕнтермелле;

– витесене тасатса дезинфекци тумалла;

– мониторинг тĕрĕслевĕсем тума ветлабораторие патологи материалне тăратмалла;

– столовăйсемпе ресторансенчи апат юлашкисене сыснасене çитерме юрамасть;

– хир сыснисен ашне, ăш-чиккине ветлабораторире тĕрĕслеттермесĕр çиме, вĕсене пăрахма, киле илсе килме юрамасть.

Ытти регионсенчен тырă, комбикорм е утă илсе килес тесен пахалăх, ветеринари сертификачĕсене илмелле.

Хальхи вăхăтра ялсенче килти сыснасене патшалăх ветеринари специалисчĕсем классикăлла чумаран профилактика прививкисем тăваççĕ. Прививка тунă сыснасем Африка чумипе çăмăлрах чирлеççĕ.

Хир тата килти сыснасем вилсен ветеринари станцине 2-56-42 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

И.МАКАРОВА,
районти ветстанцин начальникĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code