Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вăхăтлăх киленÿ хаклă-и?

Вăхăтлăх киленÿ хаклă-и?

Мĕн вăл наркотик? Мĕншĕн хăш-пĕр çамрăксем ун тарçи пулса тăраççĕ?

Чылайăшне канăç памасть çак ыйту. Мĕн тери ырă та телейлĕ вăл çамрăк вăхăт. Вĕренме, ĕçлеме, ăс-хакăла аталантарма ÿркенмесен, киревсĕр йăласемпе туслашмасан çутă малашлăха çул уçă.

Усалли пирки пачах шутламасть пурнăç çине çăмăллăн тинкерме хăнăхнă çамрăк. Самантлăха киленÿ илессишĕн наркотик тутанни те шиклентермест ăна. Пĕрремĕш дозăна «юлташĕсем» тутанма парсан та тĕртсе ямасть. Шăпах çак çăмăлттайлăхран, йăнăш утăмран çутă малашлăх сÿнесси, ырă пурнăç тÿнтер енне çаврăнса тăрасси пуçланать те ĕнтĕ. Иккĕмĕш тата малашнехи черетлĕ дозăсенчен хăтăлма йывăр. Çын часах наркотик тарçи пулса тăрать. Çак чир çинчен теприсем пысăк укçа-тенкĕ ĕçлесе илеççĕ пулсан, чирлисем вĕсене малаллах пуйма пулăшаççĕ. Йăпăлтатса, суйса, преступлени çулĕ çине тăрса вĕсем черетлĕ дозăшăн пурăнаççĕ. Юрату, савăнăç, туслăх туйăмĕсем ют пулса тăраççĕ вĕсемшĕн. Ун вырăнне хăрушă чирсем çакланаççĕ. Вĕсен шутĕнче – СПИД. Çавăнпа та, туссем, наркотикпа пурнăçа пĕтерсе хурасран малтанах асăрханмалла, вăхăтра: «Çук!», – теме пĕлмелле, наркотиксăр пурнăç çав тери асамлă та илемлĕ пулнине асра тытмалла.

Наркăмăшпа ан туслаш

Çакă çутă тĕнчере
Пĕтĕм вăй-хал этемре.
Турă парсан телейне,
Упрама пĕлесчĕ сан.
Анчах хăш чух пурнăçра
Шел, инкек тухса тăрать.
Паян çук-ха ку çуртра,
Ыран, ак, кĕтсе ларать.
«Кил-ха, – тет вăл, – ман пата,
Ут ман хыççăн. Эс ăçта?
Ан юл пĕр шит эс манран,
Пĕрле юлăпăр кайран.»
Çакăн пек хуçаланать
Этемпе ун вилĕмĕ.
Инкексем тупса парать –
Юрăхсăр ун чĕлĕмĕ.
Вăл ыйтать санран им-çам
Ыраттарса сан чунна.
Çирĕп пул эсĕ, ачам,
Ан тыт çак наркăмăша.
Вилĕмĕн вăрăм алли
Вăрттăн эмелне сĕнет.
Пулса тăрать чун илли,
Тек малашлăх та пĕтет.
Пĕтĕм чуну ыратать,
Чĕрÿ сан сиксе тухать.
Куçна тем те курăнать –
«Усал» шалта пурăнать:
Пĕтĕм ăш-чик тулашать,
Мăюнтан пăвса илет,
Алă-урана çыхать,
Çыннăн пурнăçне илет.
Асăннă наркăмăшпа
Ан туслаш эс нихăçан,
Çирĕп суйла юлташна,
Пул эс сывлăхлă ялан.
Физкультурăпа туслаш,
Ăслă кĕнеке вула,
Аннÿпе те ан тавлаш,
Ĕмĕтлен шав малалла.

Р.ШАКОВА,
нарколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code