Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренекенсене йышăнма хатĕр

Вĕренекенсене йышăнма хатĕр

Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов ертсе пыракан ушкăн А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ФОКра, Кивĕ Эйпеç, Кушкă, Шăмалак, Лаш Таяпа шкулĕсенче пулчĕ.

Мĕн пур çĕрте пулнă май илемпе капăрлăхшăн тăрăшни, ачасене вĕренÿ учрежденийĕсенче хăтлă туйма май парас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем çултан-çул хушăнсах пыни курăнать. Шкулсен умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Вĕренÿ çурчĕсен палисадникне илемлетес енĕпе Кивĕ Эйпеç тата Кушкă шкулĕсенчи коллективсем уйрăмах хастар пулнине палăртрĕç комисси членĕсем. Шкулсен пысăк пайĕ хăйсене уйăрса панă лаптăксенче çĕр улми, ытти пахча çимĕç ăнăçлă ÿстерет.

А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕ. Кунта кăçал 1 миллион та 200 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тума палăртнă. Паянхи кун тĕлне учрежденин Андреев урамĕнче вырнаçнă корпусĕн тăррине юсанă, шалта тĕрлĕ юсав ĕçĕ пурнăçланă. «Улăп» комплексра спортзалăн урайне çĕнетес ĕç вĕçленсе пырать.

Кивĕ Эйпеç шкулĕ. Чи малтанах шкул умĕнчи А.В. Рекеева халалланă палăка юсама пуçăнни куç тĕлне пулчĕ. Кунта Леонид Григорьев уйрăм предприниматель пысăк пулăшу панине палăртрĕ Галина Осипова шкул директорĕ. Кăçал пĕтĕмпе вырăнти вăйпа 37 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕ туса ирттернĕ: коридорсемпе классене çĕнĕ сăн кĕртнĕ, шкул тăррине юсанă, шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнчи пÿлĕмсенчи урайсемпе стенасене сăрланă. Çавăн пекех чăваш чĕлхи класне çĕнетме те вăй çитернĕ. Шкул парттисен хушшине 43 ача ларать, çав шутран 5-шĕ пĕрремĕш класа килет. Пуçласа шкул тĕнчине ура ярса пусакансене Елена Григорьева педагог кĕтсе илет. Вĕренÿ ĕçĕнче вăл 33 çул тăрăшать. Педагог вĕрентÿ программин çĕнĕ требованийĕсене пурнăçа кĕртме, уроксене ытларах вăйăсемпе усă курса йĕркелеме палăртнине пĕлтерет.

Кушкă шкулĕ. Каникул вăхăтĕнче пурнăçланă пысăк ĕçсенчен пĕри – шкул çурчĕн чÿречисене пластик кантăксемпе улăштарни. Çак ĕçе пурнăçлама 502 пин те 788 тенкĕ расхутланă. Унсăр пуçне спортзала юсанă, ытти чылай ĕç тунă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 131 ачана /çав шутран 1-мĕш класа – 5 вĕренекене/ кĕтсе илме хатĕр кунта. Кушкă, Аслă Пăла Тимеш, Исемпел, Сăрьел, Энтепе, Кивĕ Арланкасси, Çĕнĕ Арланкасси ялĕсен ачисем шкула хаваспах çÿреççĕ.

Шăмалак шкулĕ. Шкулта классемпе коридорсене сăрласа капăрлатнă. Шкул çумĕнчи «Ромашка» ача садĕнче пысăк юсав ĕçĕсем пурнăçланă: чÿречесене улăштарнă, урайсемпе алăксене сăрланă. Çывăх вăхăтра столовăя кухня оборудованийĕсемпе çĕнетме палăртаççĕ.

Пĕлÿ тĕнчине 50 ача /4-шĕ – пĕрремĕш класа/ вĕренме килет, ача садне 16 воспитанник çÿрет.

Лаш Таяпа шкулĕ. Комисси членĕсем вĕренÿ çурчĕ умĕнчи çĕнĕрен тытнă тимĕр картана тÿрех асăрхаса ырă хак пачĕç. Вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли программа пулăшнипе пурнăçланă çак ĕçе.

Шкулта хĕрÿ ĕç вĕресе тăрать. Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пуçăннă пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. 125 ачана /1-мĕш класа – 7 вĕренекен/ кĕтсе илекен шкулăн тăррине, чÿречесене, хутса ăшăтакан тытăма тата пăрăхсене тĕпрен улăштарнă, çак кунсенче коридор урайне улăштарас ĕçе вĕçленĕ. Ирина Чернова директор палăртнă тăрăх, ятарлă юсав ĕçĕн тăкакĕ 13 748 872 тенкĕпе танлашмалла, хальлĕхе 12 442 729 тенкине уйăрнă. Ĕçе «Сенкер» строительство организацийĕн строителĕсем пурнăçлаççĕ.

Тĕрĕсленĕ шкулсен коллективĕсем пушар хурал, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тата ЧР Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем çулсерен вĕренÿ учрежденийĕсен умне лартакан требованисене вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ, çакă ачасен пурнăçне тата сывлăхне упрама пулăшнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Коронавирус инфекцийĕнчен асăрханса пур шкулта та хÿтĕлев йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ.

Педагогсене пăшăрхантаракан тĕп ыйту – ачасен шучĕ çулран-çулах чакса пыни. Çапах та учительсем алă усмаççĕ. Вĕренекенсене тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парса ÿстерсе обществăна юрăхлă çынсем тăвас тĕллевпе пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ, çĕнĕлĕхсене анлăн пурнăçа кĕртсе вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.

Пурнăçланă ырă енсене кăмăллăн палăртнă май комисси членĕсен шкул ĕçченĕсем патне сĕнÿсем те пулчĕç. Иккĕмĕшсем вĕсене кĕске вăхăтрах пĕтерме шантарчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: комисси членĕсем Кивĕ Эйпеç шкулĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code