Пятница, 27 мая, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ ыйту

Тĕрлĕ ыйту

сÿтсе явнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынă тунтикунхи канашлура.

Пĕлÿ паракан учрежденисене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленине тĕрĕслесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе хаçатăн иртнĕ номерĕнче тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый хальхинче слайдсем тăрăх тишкерÿ тунă, нумай тĕслĕхе цифрăсемпе çирĕплетнĕ. Çичĕ шкулта чÿречесене пластиклисемпе улăштарма çеç 14367 пин тенкĕ ĕçе кĕртнĕ. Тĕплĕ юсав ĕçĕсем йĕркелеме те пысăк сумма расхутланă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче партăсем хушшинче 1669 ача ларĕ, вĕсенчен 1-мĕшне – 137. Пĕлÿ тĕнчипе вĕсене 245 педагог ертсе пырĕ. Вĕренекенсене 13 автобуспа 34 ялтан турттарĕç. 1-4 классенчи ачасене тÿлевсĕр апатлантарасси паллă ĕнтĕ. Çак ĕçе йĕркелеме 2 миллион та 629 пин те 400 тенкĕ субсиди уйăрнă. Унпа 11 шкулти 607 вĕренекен усă курĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Аникина уйрăм граждансене тата çемьесене социаллă контракт тăрăх патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине хускатнă. Ăна çырнисем килĕшÿре кăтартнă укçа-тенке тĕрлĕ енлĕ ĕç пурнăçлама илсе тăрĕç. Паянхи кун тĕлне Елчĕк /11 çын/, Лаш Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль /9-шар/ ял тăрăхĕсенче пурăнакансем тивĕçнĕ те.

Ялсенче, пытарма кирлĕ мар, пушă çуртсем чылай. Çавăнпа та çурт-йĕр çавăрас текенĕн халĕ çĕнĕ çĕрпе мар, пушă çурт вырăнĕпе усă курма тивĕ. Паллах, саккунпа килĕшÿллĕн.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code