Среда, Июль 28, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çивĕч ыйтусене хускатнă

Çивĕч ыйтусене хускатнă

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин промышленность тата энергетика министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Лекарев ĕçлĕ çул çÿревпе районта пулнă.

Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулса вырăнти промышленность отраслĕн аталанăвĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.

Унтан хăнапа район ертÿçи «Чăвашъенкрахмал» сахал яваплă обществăна çитсе курнă. Çемье бизнесĕн аталанăвĕпе, предприятин паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе Александр Кудряшов генеральнăй директор паллаштарнă.

Предприятие 1992 çулта мал ĕмĕтлĕ Сергей Александрович Кудряшов предприниматель пуçарса янă. Крахмал туса кăларас ĕçе унăн ывăлĕ Александр Сергеевич малалла тăснă. Малтанхи çулах вăл предприятире çĕрулми крахмалĕ кăларнă. 1993 çулта экструзиллĕ крахмал хутăшлă реагенчĕн çĕнĕ линине хута янă. 1998 çултанпа ĕç-хĕл ятарлă производство пÿлĕмĕсенче пырать. Кунта нумай çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртсе модификациленĕ крахмал цехне уçнă. Çавăн пекех крахмалпа патока промышленноçĕнче усă курмалли тĕрлĕ оборудовани хатĕрлекен механика мастерскойĕ çĕклесе лартнă. Наукăпа тачă çыхăнса ĕçлени çĕнĕ йышши продукци, модификациллĕ икĕ тĕрлĕ крахмал кăларма май панă. Вĕсене мороженăй тата кăлпасси изделийĕсем туса кăларас ĕçре анлă усă кураççĕ. Кунтах кĕсел, обой çилĕмĕ, тĕрлĕ çĕрте усă куракан экструзиллĕ крахмал кăлараççĕ. Хальхи вăхăтра предприятинче 44 çын ĕçлет.

Тĕл пулу вăхăтĕнче Сергей Лекарев предприятин мĕнпур пуçаруллă проекчĕсене ырланă, министерство енчен пулăшма пулнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code