Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Смотр-конкурсра малта

Смотр-конкурсра малта

Районта Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕ тивĕçлипе пурнăçа кĕрсе пырать.

«Спорт – пурнăç йĕрки» проекта пурнăçа кĕртнĕ май райцентрти культурăпа кану паркĕнче ГТО нормисене пурнăçламалли ятарлă площадка çĕкленнĕ. ГТО нормисене тултарас енĕпе район республикăри муниципалитетсем хушшинче юлашки икĕ çулта 1-мĕш вырăнсем йышăннă.

Нумаях пулмасть районта ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров пулнă. Вăл 2019 çулхи итогсем тăрăх 500 çынна çитиччен йыш пуçтаракан А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулне /ертÿçи Р.Григорьев/ республикăри сморт-конкурсра 1-мĕш вырăн, ГТО нормативĕсене пурнăçлас ĕçе тивĕçлипе йĕркеленĕшĕн районти тестировани центрне 1-мĕш вырăн, Сывлăхпа спорт кунĕсене çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн района /ертÿçи Н.Миллин/ 2-мĕш вырăн, «Чи асра юлмалли мероприяти» номинацире районти арçынсен V фестивалĕ 1-мĕш вырăн йышăннă ятпа саламласа дипломсем парса чысланă.

Çавăн пекех физкультурăпа спорта аталантарнă çĕрте пысăк тÿпе хывакан «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн çумне Елена Портновăна, Петр Смирнов инструктор-методиста, Анатолий Анисимов спорт ветеранне ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотисене парса чыс тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code