Лаш Таяпари Василипе Мария Леонтьевсем июнь уйăхĕнче ылтăн туй кĕрекине ларнă.
Василий Николаевичпа Мария Ефимовна пĕр ялтах çуралса ÿснĕ. Леонтьевсен йышлă çемйинчи виççĕмĕш ача çитĕннĕ Васили. Вăрçă ачин хура-шур нумай тÿсме тивнĕ. Ялти вăтам шкула пĕтерсен каччă Туркменистана тухса кайнă. Унта вăл геологи разведкинче вăй хунă. 1958-1960 çулсенче каччă çар хĕсметĕнче тăрса çĕршыв чиккине хÿтĕленĕ. Ун хыççăн Днепропетровск хулинче химипе технологи институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах та çемьери йывăрлăхсене пула вĕренсе тухма май килмен мал ĕмĕтлĕ йĕкĕте, çавăнпа та хулари хими заводне вырнаçнă. Тăрăшуллă каччă ĕçленĕ хушăрах металлурги институтĕнче пĕлÿ пухнă.
1971 çулта шăпа ăна хамăр тăрăха илсе çитернĕ. Вăл Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме куçнă. Çав çулах «Слава» колхозра хăрушсăрлăх техникин инженерĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. 1991 çултан пуçласа Мускаври «Салют» çĕвĕ фабрикин тăван хуçалăх çумĕнчи цехĕн заведующийĕнче тăрăшнă.
Василий Николаевичăн савнă мăшăрĕн – Мария Ефимовнан та ачалăхĕ çăмăл пулман. Хĕр ача мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Шкул пĕтерсенех колхозра вăй хунă. Аслă пĕлÿ илес шухăш канăç паманран 1966 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Хĕр агроном специальноçне алла илнĕ. Мария 1973 çулта каллех студент пулса тăнă, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Çав хушăрах колхозра кассир пулса тăрăшнă.
Педагогика институтне пĕтерсенех тăван ялти шкул интернатĕнче воспитательте тăрăшнă. 1981 çултан пуçласа 2005 çулччен Мария Ефимовна ялти шкулта ачасене тарăн пĕлÿ панă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хими тата биологи предмечĕсене вĕрентнĕ.
Василий Николаевичпа Мария Ефимовна 1970 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче пĕрлешнĕ. Пурнăç сукмакĕпе алла-аллăн килĕшÿллĕ утса вĕсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса пăхса ÿстернĕ. Пурне те аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ашшĕ-амăшĕ тирпейлĕ, сăпайлă, ĕçчен пулма вĕрентсе ÿстернĕ ачасем пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Паян ачисем вĕсене тăхăр мăнук парнеленĕ. Юлашки çулсенче тата икĕ кĕçĕн мăнук та хутшăннă туслă çемьене. Хĕрарăм мăшăрĕшĕн шанчăклă та юратнă арăм, ачисемшĕн тăрăшуллă та хисеплĕ амăшĕ, мăнукĕсемшĕн вашават кукамай-асанне. Ял-йыш çемье пуçĕ пирус туртнине нихăçан та курман. Сиенлĕ йăласемпе ывăлĕсем те туслă мар. Саша Канашра хăйĕн çĕвĕ цехне уçнă. Таня чылай çул ялти культура çуртĕнче вăй хучĕ. Шупашкарта хунав янă Сергейĕн алли те питĕ ăста. Педагог профессине алла илнĕскер самана таппипе тан пырать. Наташа икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Вăл та Шупашкарта ĕçлесе пурăнать.
Леонтьевсем çулĕсене кура мар çамрăк чунлă та хастар, хавас кăмăллă. Чăваш йăли-йĕркине упрассишĕн тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ те нумай çул хушши культура çурчĕ çумĕнчи «Тайпи» фольклор ушкăнне çÿресе ял халăхне кăна мар, районта та чăваш юрри-ташшипе килентернĕ.
Лара-тăра пĕлмен мăшăр пахчара ĕçлеме юратать. Çуркунне тĕрлĕ рассадăсем туса сутать. Шел, кил хуçи чирленĕ хыççăн пит тухсах çÿреймест. Савнă мăшăрĕ упăшкине лайăх пăхать. Сĕтел çинчен сĕт-турăх татăлмасть. Сăвăнакан виçĕ качака усранăран юр-варĕ çителĕклĕ.
Леонтьевсен ачисем тăван киле час-часах килсе çÿреççĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем ашшĕ-амăшĕ çумĕнче паян та ача чухнехи пекех хÿтлĕхре туяççĕ, вĕсене хăйсен юратăвĕпе, хисепĕпе савăнтараççĕ.
Т.НИКОЛАЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Леонтьевсем.