Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм

Ырă çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм

Ялсенче сумлă ватăсен йышĕ ÿссе пыни демографи лару-тăрăвне лайăхлатать.

Аслă Елчĕкри Анна Мохова 95-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илнĕ. Юбилей ячĕпе ĕç ветеранне ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Адюкова, çарпа учет ĕçĕсен инспекторĕ Эльвира Федорова саламланă, Раççей Президенчĕн салам открыткине вуласа панипе пĕрлех парне парса чыс тунă.

Анна Семеновна тăван ялтах çуралса ÿснĕ, кунтах ĕмĕрне ĕмĕрлет. Çак çула çитсе савăнăç-телейне, хура-шурне сахал мар курнă.

Вăрçă хыççăн вăл Николай Моховпа çемье чăмăртанă, пилĕк ача çуратнă. Шел, Николай Андреевич вăрçăри суранĕсене пула пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Çавăнпа та пилĕк пĕртăвана ура çине тăратасси Анна аппа çине тиеннĕ.

Колхозра чунне парса ĕçленĕ харсăр хĕрарăм. Хальхи вăхăтра Анатолий ывăлĕпе, Лида кинĕпе пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать. 100 çула çывхаракан ватă çирĕп ăс-тăнлă, паян та ыр кăмăллăхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрать.

Э.ФЕДОРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: А.Мохова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code