Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕплĕн хатĕрленнĕ

Тĕплĕн хатĕрленнĕ

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кашни çулхи пекех кăçал та выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕл тапхăрне тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ: витесенчи юсав ĕçĕсене туллин пурнăçланă, ытлăн-çитлĕн апат хывса хăварнă. Çу уйăхĕсен пуçламăшĕнчех витесене дезинфекци тунă, шуратнă.

Хальхи вăхăтра, çанталăк уяр та ăшă тăнипе усă курса, сăвăнакан ĕнесене уй-хире уçăлтарма илсе тухаççĕ. Кунта вĕсене хатĕр кукуруза силосĕпе, сенажпа умран юличчен тăрантараççĕ.
Кавалти ĕне ферминче вăй хуракансем те хăйсен ĕçĕпе кăмăллă – вĕсен пурин те яланлăх ĕç вырăнĕ пур, продукци туса илнине кура тивĕçлĕ шалу алла илеççĕ.

Сăн ÿкерчĕксенче: дояркăсем: Надежда Носова, Людмила Соловьева, Антонина Лаврова, Алевтина Васильева, Лариса Головина, Елена Шекерова;

2 уйăхран пуçласа 6 уйăха çитичченхи пăрусене пăхакан Валентина Смирнова тата Ирина Павлова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code