Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Киле çитме кансĕр

Киле çитме кансĕр

Çуркунне коронавирус чирĕ тапранчĕ те, çĕршывра кăна мар, пирĕн тăрăхра та улшăнусем чылай пулса иртрĕç. Анчах пире, Курнавăш ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансене, халĕ те пĕр ыйту канăç памасть. Район центрне ĕçлеме çÿрекенсем сахаллăн мар эпир. Ирхине рейс автобусĕпе чиперех çитме пулать-ха. Кăнтăрла та кайса килет вăл. Анчах та Елчĕкрен 17 сехет 30 минутра каяканнине темшĕн пĕтерчĕç. Кашниех çăмăл машинапа мар-çке. Кун кĕскелсе пырать, çанталăк та хĕл енне. Çавна май ыйтăва татса парасса питĕ шанатпăр.

Э.ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code