Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджет тĕллевлĕ пулĕ

Бюджет тĕллевлĕ пулĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

Ларура пăхса тухнă тĕп ыйту – республикăн 2021 çулхи, планпа пăхнă 2022 тата 2023 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проекчĕ. Бюджет параметрĕсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă. Малтанласа палăртнă тăрăх, 2021 çулта тупăш 58,3 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çав шутра 30,8 млрд – хамăрăн тупăшсем: çакă кăçалхинчен 2,1 процент нумайрах. Тăкаксем 61,1 млрд тенкĕпе шайлашĕç. Укçана ăçта ярассине палăртнă чухне чи малтанах наци проекчĕсен кăтартăвĕсемпе тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмеллине шута илнĕ. Çак тĕллевпе 2021 çул валли – 9 млрд, çитес виçĕ çулта вара пĕтĕмпе 26 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code