Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Терроризма хирĕç

Терроризма хирĕç

Терроризма хирĕç кĕрешесси çивĕч ыйтусен шутĕнче. Бесланра пулнă евĕр инкекрен асăрханса шкулсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Вĕренÿ объекчĕсене терроризмран хÿтĕлес ыйту яланах çивĕч тăрать. Паянхи кун районта 11 шкул, 3 ача сачĕ, ачасене хушма пĕлÿ паракан 4 учреждени шутланать. Кашни объект тавра карта тытса çавăрнă. Вĕсенче хурал, кăнтăрла пропуск режимне йĕркеленĕ. Çавна май вĕрентÿ учрежденийĕсене килекен ют çынсене кашнинех регистрацилеççĕ. Шкулсенче пуринче те телефон çыхăнăвĕ пур. Хăшĕ-пĕринче хăрушсăрлăха сирсе яракан службăсене васкавлă чĕнсе илмелли кнопка вырнаçтарнă.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче çулсеренех асăннă темăпа çыхăннă плакатсемпе стендсене çĕнетнине, хăрушсăрлăха сирсе ярас тĕллевпе вĕренÿсем йĕркеленине те палăртмалла.

Ятарлă тĕрĕслевсем ирттересси йăлана кĕнĕ май полици сотрудникĕсем вĕрентекенсемпе ачасене инкек-синкек сиксе тухас пулсан хăйсене мĕнле тытмалли пирки те асăрхаттараççĕ.

Э.НИКОНОВ.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: полици сотрудникĕ Ильнар Абейдуллин Кушкă шкулĕнче тĕрĕслевре пулса Родион Портнов директорпа калаçнă май шкулти хÿтлĕх шайĕ мĕнле пулнипе паллашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code