Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тикĕс çулпа çула тухма та лайăх

Тикĕс çулпа çула тухма та лайăх

Елчĕк тăрăхĕнчи çул-йĕр хуçалăхĕ юлашки вăхăтра чылай лайăх енне улшăннине хамăр куратпăр. Иртнĕ çул район центрĕнчи 2 çухрăм ытла çула çĕнĕрен асфальт сарнă.

Ял тăрăхĕсенче урамсене вак чул сарассине те кирлĕ пек пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ. Çак ĕçе, тĕпрен илсен, вырăнти пуçарусен никĕсĕ çинче обществăлла инфраструктурăна аталантарма республика бюджетĕнчен уйăракан субсиди, вырăнти бюджет тата çынсем хăйсен ирĕкĕпе пухакан укçа-тенкĕпе тăваççĕ.

Кĕркуннехи чылай вăхăта тăсăлнă уяр çанталăкра «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕнче вăй хуракансем Елчĕкри Çамрăксен /520 метр/, ун хыççăн Аслă Елчĕкри Калинин /1 çухрăм ытла инçĕшне/ урамĕсене вак чул сарса хытарнă. Виçĕмкун пĕтĕм техникăна Патреккел ялĕнчи Набережная урама куçарса килнĕ. Кунти ĕç те кал-кал, чăрмавсăр йĕркеленсе пынă. Ĕçе пикеннине çын курнă, вĕçленнине – курса та юлайман.

Маларах «ДПМК» «Яльчикское» ООО коллективĕ Аслă Таяпара та çул-йĕр строительствин ĕçĕсене йĕркеленĕ – харăсах виçĕ урамри çулсен никĕсне хывнă. Çуркунне çак ĕçе малалла тăсаççĕ.

Ялсенче çулсем тăвас ĕçе çак вăхăтченех строительствăра пысăк ăсталăхпа туптаннă Николай Смирнов мастер ертсе пырать. Николай Павлович коллективри кашни çынна ятран палăртрĕ. Вĕсем: Вячеслав Шадриков, Олег Федотов, Александр Герасимов, Сергей Чернов, Владимир Сидоров, Александр Агеев, Анатолий Мохов – водительсем пулса вăй хураççĕ. Сергей Синев автогрейдера тухăçлă ĕçлеттерет, Юрий Гаврилов – каткист. Николай Траншкин – экскаваторщик, çамрăк пулин те, маçтăрлăхĕпе тата пăравурлăхĕпе палăрать, çакна кура юлташĕсем хушшинче хисеп çĕнсе илме те пултарнă вăл.

Вырсарникун çул-йĕр хуçалăхĕнче ĕçлекенсен професси уявĕ пулнипе усă курса предприяти директорĕ Вячеслав Сядуков та пĕрлехи ĕçре тăрăшакансене уяв ячĕпе саламласа нумай ăшă сăмах каларĕ. Ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Сергей Синев автогрейдер машинисчĕ, Олег Федотов водитель тата Николай Смирнов мастер.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code