Воскресенье, 10 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тылра та çăмăл пулман

Тылра та çăмăл пулман

Район хаçатĕнче нумай çул ĕçленĕ РФ Журналистсен союзĕн членĕ Николай Алексеев совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитес умĕн «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» кĕнекине пичетлесе кăларчĕ. Паянхи кăларăм валли Николай Васильевич 1941-1945 çулсенче тылра пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттерсе Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми вăй хунă хĕрарăм-трактористсем, уй-хирте, фермăсенче ĕçленĕ салтак арăмĕсемпе салтак ачисем çинчен çырнă статьясем хатĕрлесе пачĕ.

Арçынсен вырăнне трактор çине ларнă

1935 çулта Елчĕкре машинăпа трактор станцийĕ йĕркеленсен унти тĕрлĕ техникăпа ĕçлеме хĕрарăмсем те вĕреннĕ. Малтанах вĕсем сахаллăн пулнă. Ялта, таврари ялсенче учительте ĕçленĕ Михаил Романович Романовăн хĕрĕ Маргарита Романова 1937-1938 çулсенче тракториста вĕренсе тухнă. Пирваях Çирĕклĕ тăрăхĕнчи колхозсен, çав шутра Тĕмер хирĕсенче ĕçлесе тăракан трактор бригадинче вăй хунă. Вăрçă умĕн Аслă Таяпа çыннине А.Гордеева качча тухнă, вăрçă çулĕсенче вăл тăрăхра тракторпа ĕçленĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан МТСра тракторсемпе, комбайнсемпе ĕçленĕ, фронта тухса кайнă арçынсене хĕрарăмсем улăштарнă. Вĕсем ĕçлекен пĕтĕм механизаторсен йышĕнчен çурри ытларах шутланнă. 1941 çулта Тĕмер ялĕнчи Лидия Павловна Уткина, Екатерина Ивановна Иванова /Григорьева/, Нина Васильевна Васильева тракторпа ĕçлеме пуçланă. Л.Уткина, Е.Иванова çинчен хамăн «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» иккĕмĕш кĕнекинче /Алексеев Н.В. Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем. – Шупашкар: «Çĕнĕ Вăхăт», 2016. – 416 стр./ çырса кăтарнăччĕ. Çавăнпа ыттисем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăратăп.

Нина Васильева 1921 çулта çуралнă. Вăрçă пуçлансан МТС çумĕнчи трактористсен курсне вĕренсе пĕтернĕ. Тĕрлĕ маркăллă тракторпа ĕçленĕ, ĕç нормине ялан пурнăçласа пынă. Техникăна тепĕр арçынран лайăхрах вĕренсе çитни, пĕтĕм юсав ĕçĕсене хăй тĕллĕнех пурнăçлама пултарни çинчен ялти çынсем каласа панине илтнĕччĕ эпĕ. Вăрçă хыççăн та трактор çинчен часах анман вăл. Ял историне халалланă пĕрремĕш кĕнекере /Алексеев Н.В. Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем. – Елчĕк: «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн типографийĕ, 2012. – 112 стр./ Тĕмер ялĕнче ĕçленĕ механизаторсен, вĕсене пулăшакансен ушкăн сăн ÿкерчĕкĕ пичетленнĕччĕ. Çак йышра Н.Васильева сăнĕ те пур. Çакăн хыççăн тата темиçе çул арçынсемпе юнашар ĕçленĕ Нина Васильевна. Ытти хĕрарăмсем вăл вăхăт тĕлне механизатор ĕçне пăрахнă пулнă ĕнтĕ. Çак ĕçе вăл ялти çамрăксене те хăнăхтарнă. Хăйĕн ашшĕпе пĕртăванĕн ывăлне Василий Ильина 1946 çулта тракторист пулăшуçи пулма илнĕ. Кĕске вăхăтрах çамрăк тракторпа питĕ лайăх ĕçлеме хăнăхса çитнĕ. Ăна МТС çумĕнчи трактористсем хатĕрлекен курса çÿремесĕрех экзамен тыттарса механизатор удостворенине панă. Каярахпа Василий Федорович ăста механизатор пулса тăнă, 45 çула яхăн Тĕмер колхозĕнче тĕрлĕ техникăпа ĕçленĕ.

20 çул каялла хаçатра ĕçленĕ чухнех эпĕ çын хушшинче хисеплĕ, сăпайлă хĕрарăм пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен статья çырас шухăш пурри çинчен хăйне пĕлтернĕччĕ. Çук, килĕшмерĕ ун чухне. Нина Васильевна халĕ те сывă-ха. Çитес çул вăл 100 çул тултарать. Ырă-сывă пурăнса кĕтсе илмелле пултăр унăн паллă юбилее.

Екатерина Иванова тата Нина Васильева МТСăн Павел Иванович Марков ертсе пынă 8-мĕш бригадăра тăрăшнă. Коллектив туслă пулнипе, çулталăкра тракторпа тумалли ĕç планĕсене тăтăшах тултарса пынипе палăрнă. Бригадăра ĕçленĕ ытти хĕрсемпе хĕрарăмсем пирки ырăпа асăнмасăр иртес килмест. Раиса Константинова тата Анна Гордеевна Гордеева Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕсем пулнă. Вĕсем те хаяр та йывăр вăрçă çулĕсенче час-часах чăхăмлакан трактора юсаса канмасăр, тепĕр чухне çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ, Çирĕклĕ тăрăхĕнчи ялсен хирĕсенче вăй хурса кашни пусăм çĕре пĕлсе çитнĕ. Анна Гордеева суранланса таврăннă Александр Александрович Александрова /ялта Кранья Санюкĕ тенĕ/ качча тухнă. Шел, пурнăçран вăл питĕ ир – çур ĕмĕр тултарсанах уйрăлса кайнă.

Тĕмерĕн тепĕр хĕрне – Евдокия Алексеевна Смирнова трактористкăна та вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăх, ун хыççăнхи канăçсăр пурнăç сывлăхне витĕм кÿнĕ. Вăрçă хыççăн вăл Иван Ермолаева качча тухнă пулнă. 1921 çулта çуралнăскер, вăл 1971 çулта çут тĕнчепе сывпуллашнă.

Окопсем чавнă, вăрман каснă

Вăрçă вăхăтĕнче тылра та çăмăл пулман, выçăллă-тутăллă пурăнса халăх тыр-пул, çĕрулми, пахча-çимĕç çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, аш-какай, сĕт, çăм, çăмарта туса илнĕ. Мĕн туса илнине кĕлете кĕртсе тăман – тÿрех фронт валли ăсатнă. Тылри йывăр пурнăç çинчен эпир хамăр атте-анне, ялти ватă çынсем каласа панă тăрăх пĕлетпĕр. Антонина Вячеславовна Егорова /Карсакова/ та хăйĕн амăшĕ, хунямăшĕ, ытти çывăх çыннисем хурланса каласа панине яланлăхах ăша хывнă. Вăл Евдокия Алексеевна Егорова /Козлова/ /1919-1996/, Валентина Федоровна Данилова /Федорова/ /1913-1987/, Ульяна Васильевна Карсакова /1913-1999/, Анна Елизаровна Карсакова /1903-1985/ хăйсем 1941-1945 çулсенче мĕнле нуша тÿсни çинчен каласа панине çак кĕнеке валли хут çине çырса пачĕ.

– Тăваттăшĕ те 1941-1942 çулсенче хĕл тапхăрĕнче Улатăр тата Етĕрне тăрăхне окоп чавма çÿренĕ. Вĕсем унта темиçе уйăх вăйран кайиччен, алăран кирккапа лум ямасăр ĕçленĕ. Вăрçăн пĕрремĕш çулĕнче хĕл уйрăмах сивĕ килнĕ, çĕр питĕ тарăн шăннă. Лумпа шăннă çĕре такка-такка алă тупанĕсем хăпарса тухнă. Алса тулĕсем панă-ха, анчах вăл питĕ хăвăрт çĕтĕлсе тухнă. Килтен илсе килнĕ алсиш та нумай вăхăта пыман. Сăр хĕрринче пин-пин çын ĕçленĕ. Вĕсем окоп-траншейăсем, çĕрпÿртсем, тăшман танкĕсем каçмалла мар тарăн канавсем чавнă. Пĕтĕм ĕçе хĕрарăмсем, хĕр е каччă çулне çитсе пыракан çамрăксем пурнăçланă. Çипуç япăх пулнă. Урасенче – тăла чăлха, çăпата. Кунĕ-çĕрĕпе ура çинче ĕçленĕрен вĕсем те часах тăпăлса тухнă. Ăшă йĕм пулман ун чухне, шурă пиртен çĕленĕскерсем ăшă тытман. Икĕ аркăллă хĕрарăм кĕписем çеç сивĕрен кăштах хÿтĕленĕ. Ĕçлекен çынна сивĕ мар-ха, канма пуçтарăнсан сивĕ çилĕ тарланă шăмшака витĕр тухас пек каснă. Вăхăтлăх тунă бараксенче ушкăнăн-ушкăнăн пурăннă, ларса-тăма вырăн çитмен. Вĕсенчи кăмакасене хутса ăшăтма, тарланă тумтире типĕтме хăйсенех вутă касса хатĕрлеме тивнĕ. Барак кăштах ăшăнсан унтан-кунтан тупнă кантрасем çине кĕпе-тумтире çакса хунă. Ирхине типсе ĕлкĕреймен тумсемпех ĕçе тухса кайни те пулнă. Çипуç начарри кăна мар, выçăллă-тутăллă пурăнса, кунĕпе ĕçлесе каçхинене ураран ура иртмен. Апатне килтен мĕн парса янă – çавна пĕçерсе çикелесе пурăннă. Ун чухне ялтан мĕн парса ярайнă-ха? Çĕрулми, тулă кĕрпи, кăштах сухан, çăкăр… Сайра-хутра тутă кĕртмелĕх какай яркаланă пулĕ. Çав çулхине çуркунне енне кайичченех оборона сооруженийĕсем тунă çĕрте ĕçленĕ тăваттăшĕ те ялтан, районтан кайнă хĕрсемпе, хĕрарăмсемпе пĕрле.

Иккĕмĕш хĕл вăрман касма кайнине, унта мĕнле нушаланнине каласа паратчĕç аслă аппапа хуняма. Хир енче пурăннăран, унччен çак ĕçе пĕлмен вĕсем. Çитменнине вăрман касасси, сыпăласа турттарса тухасси хĕрарăм ĕçĕ мар. Нимĕн те тăваймăн. Вăйпитти арçынсем ялта юлман, хĕрсемпе хĕрарăмсем, салтак çулне çитеймен çамрăксем çеç тĕрмешнĕ Улатăр вăрманĕнче. Вăрçăн малтанхи çулĕнчех сывă, вăйлă лашасене фронт валли илсе кайнă. Колхозра салтака юрăхсăр çынсем пекех, начартараххисем çеç юлнă. Çавăнпа вăкăрсене кÿлме вĕрентнĕ. Вĕсемпе мĕнле нушаланнине те аса илетчĕç аннесем. Вăкăр вăл тулли лава айккине сĕтĕрсе кайни те, чăпăрккапа çапсан та екки каймасăр хускалманни те пулнă. Çитменнине вĕсен уттипе лашасене ĕлкĕрсе пырайман. Ахальтен мар мăран, васкамасăр утакана халăхра вăкăр уттипе танлаштараççĕ. Вăрмана кайсан лашаллисем вăкăрпа пыракансене пăрахса хăварман, мĕншĕн тесен çул çинче тем те сиксе тухма пултарнă: ут хатĕрĕсем юрăхсăра тухасси те, лав ÿпĕнесси те… Уйрăмах кашкăрсем хăратнă.

Упана та ташлама вĕрентнĕ теççĕ. Çын упа мар, хĕрарăмсем те икшерĕн тăрса-ларса алă пăчкипе ытама кĕмен йывăçсене йăвантарнă, сыпăланă. Йывăçа чĕркуçленсе те, юр çине ларса та каснă, çавăнпа чĕркуççи те, купарча та йĕп-йĕпе пулнă. Çулла вăрманта ÿпрепе вăрăмтуна нумай пулнă. Лашапа е вăкăрпа вăрман кăларнă чухне типĕ хăйăр çинче утма питĕ йывăррине аса илетчĕç тата.

Улатăрта ĕçленĕ чухне тыткăна лекнĕ нимĕç салтакĕсене те курнă. Питĕ япăх тумланнă, пилĕкĕсене кантра çыхнă, сухалĕсем ÿссе кайнă, начарланса çитнĕ нимĕçсене пирĕн салтаксем йытăсемпе хуралланă тет. Вĕсем пирĕн халăх çине тилмĕрсе пăхнă. Питĕ хĕрхеннĕ, шелленĕ тет тыткăна лекнисене. Хăйсем те выçăллă-тутăллă пурăннă-ха, анчах хуралçăсем куриччен çăкăр татăкĕсем пани, çакăншăн лешсем пуç тайса тав туни çинчен каласа паратчĕ анне. Хăйсем хушшинче çапла калаçнă: вĕсем те пирĕн çине вăрçăпа хăйсен ирĕкĕпе килмен-çке тенĕ. Нумайăшĕн вăрçăра ашшĕ, пиччĕшĕпе шăллĕ, тăванĕ вилнĕ пулсан та. Раççей халăхĕ тăшмана та хĕрхенме пĕлнĕ çав. Темле йывăр самантра та аслă ăрурисем çынлăха çухатман, малалла талпăннă, вăрçă çулĕсене чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ, вăрçă хыççăн пурнăç лайăхланасса шанса ĕçленĕ. Çак нушана пире, ачисене, курмалла ан пултăр тесе ырă суннă.

Манăн анне Мария Григорьевна Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçăччен Тĕмере аттене качча килнĕ. Алăра кăкăр ачи пулнăран ăна окоп чавма тата вăрман касма илсе кайман. Анчах вăл та ыттисем пекех колхозра канăçа пĕлмесĕр ĕçленĕ.

Вăрçă çулĕсенче Тĕмер ялĕнче эвакуаципе килнĕ çынсем пурăннă. Валентина аппа вĕсем патĕнче Ленинградран килнĕ виçĕ хĕр пурăннине каласа паратчĕ. Вĕсен ячĕсене те астăватчĕ: Зоя, Лена, Анфиса. Ашшĕ-амăшĕсене, тăванĕсене аса илетчĕç, тунсăхлатчĕç, йĕретчĕç тет. Вăрçă чарăнсан пурте хăйсен хулине таврăннă. Чылайăшĕ вăхăтлăха киле кĕртнĕ çынсемпе çыру çÿретнĕ.

Вăрçă таптанă ачалăх

/Нина Афиногентовна Уткина каласа панинчен/

«Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 9 çулти хĕрача пулнă. Манран аслăраххисем – Зоя /1928 ç/, Геннадий /1929 ç/. Виççĕмĕшĕ эпĕ, 1932 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче çуралнăскер, манран кĕçĕнреххисем – Василий /1936 ç/, Лидия 1938 çулта çут тĕнчене килнĕ. Килте аннепе пилĕк ачасăр пуçне асанне – Анна Владимировна – пурăнатчĕ. Асатте, нумай çул патша çарĕнче службăра тăнă салтак, 1921 çулхи выçлăх çул çемьене тăрантарма тырă ĕçлесе илес тесе аякка тухса кайнăскер, киле питĕ шăнса таврăннăскер, вĕри кăмака çине хăпарса выртнă тетчĕç. Шăнса пăсăлни шала кайнă пулас, текех ура çине тăраймарĕ. Атте, 1909 çулта çуралнăскер, вăрçă пуçланас умĕн Мускава ĕçлеме тухса кайнăччĕ.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче анне – Матрена Ивановна – яланхи пекех колхоз ĕçне тухса кайрĕ. Пире, аслисене, кĕçĕннисене пăхма, килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама хушса хăварчĕ. Анчах кăнтăрла иртсен кĕтмен çĕртен киле таврăнчĕ. Макăракан аннене курсанах темĕн япăххи, хăрушши пулса иртнине ăнланса илтĕмĕр. Макăра-макăра вăл вăрçă пуçланни çинчен каласа панине, аттене çав кунах вăрçа илсе кайрĕç пулĕ тесе сăмахлани ман асра юлнă. Чăнах та, аттене Афиногент Васильевич Краснова, запасри салтака, 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Мускав хулинчи Пролетарски районĕнчи çар комиссариачĕ мобилизацилесе вăрçа ăсатнă иккен. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех тем тĕрлĕ нуша курса пĕтнĕ вăл, темле чĕрĕ юлнă тульккăш. Аттерен чылай вăхăт çыру илеймерĕмĕр эпир. Пĕр-икĕ уйăх иртсен çеç хăй çинчен, тăшманпа çапăçни çинчен çырса пĕлтерчĕ.

Колхоз хирĕнче, килти хуçалăхра ырми-канми пилĕк авакан аннен вăхăчĕ пулман-ши – мана, пĕрремĕш класс пĕтернĕ ачана, пĕрре атте патне çыру çырма хушрĕ те, темиçе те çыртăм. Айванскер, килти, ялти хыпарсене тĕплĕнех çырма пĕлтереймен ĕнтĕ. Пĕррехинче: «Нина çырăвне илетĕп, Минюк, эсĕ те çыр-ха», – тесе ыйтса ярать. Çавăнтанпа атте патне пур çырăва та анне çырса тăчĕ. Пĕррехинче пирĕн пата палламан почеркпа çырнă, пичет çапнă виçĕ кĕтеслĕ çыру килчĕ. Анне ăна хăра-хăра уçрĕ. Вăл вăхăтра çакăн пек пичет çапнă çырусенче салтак вилни е хыпарсăр çухални çинчен пĕлтернисем килетчĕç. Вырăсла çырнă çырăва ăнланаймастпăр. Анне хăйпе пĕртăван Клавти йăмăкĕ патне чуптарчĕ пире. Аттене вăрçăра паттăр çапăçнăшăн «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль пани çинчен çырса пĕлтернĕ иккен çырура. Пурте савăнтăмăр.

Фашистсем пирĕн тăрăха та çитеççĕ текен сас-хура тухнăччĕ. Чиркÿ патĕнче окопсем, çĕрпÿрт чавтарнăччĕ. Пушар чанĕ çапса çынсене унта чупса çитсе пытанма вĕрентетчĕç. Аннесем пире çавăтса пытанма чупатчĕç. Чиркÿ çумĕнчех салтака кайма хатĕрленекенсене çар ĕçне вĕрентетчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче ял шăплăха путрĕ. Хĕрсене вăййа тухма чарчĕç. Автансене усрамалла мар тетчĕç. Шăплăха пăсать-мĕн. Çĕрле краççын хунарĕ е чĕпкуçĕ çутни ан курăнтăр тесе чÿречесене картаратчĕç. Кĕркуннехи хура каçсенче ял вилсе пĕтнĕ пек сĕм-тĕттĕмре, шăплăхра ларатчĕ.

Апат-çимĕç çитми пулчĕ. Колхозра ĕçленĕшĕн тырă пама пăрахрĕç. «Пĕтĕмпех фронт валли» тесе кĕлетсене шăлса тухса каятчĕç. Юрать-ха кил çумĕнчи пахчара ÿсекен çĕрулми выçлăхран хăтаратчĕ. Ĕне тытакансене çăмăлрахчĕ. 10 çулта эпир колхоз ĕçне тухнă. Çăмăлтарах ĕçсем шанса паратчĕç. 11 çул тултарсан аннесемпе юнашар тăрса тырă вырнă. Антонина Аверкина пиртен шÿтлесе кулни асра юлнă: «Ара, сирĕн кутăрсене те куршанак çыпăçнă-çке!» Эпир ăна-кăна чухласа илеймесĕр пир кĕпене мал енне çавăрса пăхатпăр. Çав сăмахсем эпир те ĕç çумне çыпăçни çинчен пĕлтернине малтанах чухлайман та.

Вырма вăхăтĕнче алла çурла тытса выçă хырăмсене тăрантарас тесе тыррине икĕ алăпа ухаласа çинĕ. Каçхине ĕçрен таврăннă чухне бригадир е колхозри яваплă ĕçре ĕçлекен çын кĕсьесене тĕрĕслетчĕ: киле тырă тултарса анмастпăр-и? Тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ чухне колхоз ыраш кĕрпи яшки пĕçерсе хире илсе тухса çитеретчĕ. Эпир вара чăтаймасăр апат килмест-ши тесе кĕлтесем çине улăхса пăхаттăмăр. Вырмара çитĕннисене 400-шер грамм, пире 200-шер грамм çăкăр паратчĕç. Ăна çитĕнни те, шкул ачи те киле илсе таврăнатчĕ. Кашни çемьере ĕçлеймен ватă çын е ача пулнă. Вĕсене тăрантарасси çинчен те шутланă.

Вăрçă чарăннă куна лайăх астăватăп. Çав кун анне колхоз кĕлечĕсем патне акмалли вăрлăха аллама кайма тухнă. Çул çинче ăна Маргарита Макаровна Курчина /Курнавăш çынни/ учительница тĕл пулнă та ыталаса илсе: «Вăрçă пĕтнĕ! Эпир çĕнтертĕмĕр!» – тесе савăнăçлă кăшкăрать тет. Çав кун никам та ĕçлемен, ачасем шкула кайман. Пĕрисем йĕреççĕ, теприсем кулаççĕ. Пĕр-пĕрне ыталаççĕ. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ял Совечĕ чиркÿ патĕнче митинг та ирттерни çинчен каларĕç. Эпĕ унта пулман.

Вăрçă вăхăтĕнче атте ырă-сывă таврăнтăр тесе анне «Евангели» вулаттаратчĕ. Чăнах та, атте, аманнă пулин те, киле сывă таврăнчĕ.

Вăрçă чарăнсан пирĕн çемьене тепĕр хут хуйхăрса илмелли тупăнчĕ. Çĕнтерÿ хыççăн çулла салтаксем килĕсене таврăнма тытăнчĕç. Жуков Петĕр тете таврăннă та çул çинче пирĕн аттене тĕл пулни çинчен каласа панă. Эпир атте таврăнасса кĕтетпĕр. Çапла пĕр эрне, пĕр уйăх иртрĕ – пирĕн атте çук та çук. Пурте хуйхăратпăр.

Атте çыру ярсан çакă паллă пулчĕ: ăна яппун вăрçине илсе кайнă иккен. Çул çинче вăл П. Жуковпа тĕл пулнă. Ăçта илсе каяссине аттен пĕлтермелле пулман ахăр. Атте вăрçăран 1945 çулхи ноябрь вĕçĕнче таврăнчĕ. Канаш станцийĕнчен вăл лавпа Курнавăша ларса килнĕ. Питĕ сивĕ хĕл тăнăран çул çинче анса юлман. Çакăн çинчен Курнавăшран хамăр ялти ял Советне телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ. Зоя аппа лаша кÿлсе сивве пăхмасăр аттене кайса илчĕ. Атте килни, сывă таврăнни пирĕншĕн питĕ пысăк савăнăç пулчĕ.

Вăрçă хыççăн пирĕн çемьере тата виçĕ ача хутшăнчĕ: Лена /1946 ç/, Зина /1949 ç/, Тоня /1951 ç/. Пурте тĕрĕс-тĕкел çитĕнчĕç, тăваттăшĕ аслă шкул пĕтерчĕç. Акă, Гена тете икĕ аслă шкул пĕтерсе парти обкомĕнче, министерствăра, кĕнеке издательствинче ĕçлерĕ. Василий шăллăм институт хыççĕн Мускавра ĕçлерĕ. Ленăпа Тоня ветеринара тата зоотехника вĕренсе тухрĕç. Ыттисем те тĕрлĕ çĕрте тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе ĕмĕрĕсене ирттерчĕç.

Пирĕн 7 çынран тăракан çемье, атте Хĕрлĕ Çарта тăнине пăхмасăр, колхозсем тунă чухне пĕр япала юлмиччен туртса илсе урама хăваласа кăларса янине, çынсем патĕнче пурăннине, çĕнĕрен çурт-йĕр çавăрнине, вăрçă хуйхи-суйхине чăтăмлăн тÿссе ирттерчĕ. Эпир салтак ачисем, вăрçă ачисем пулса ÿсрĕмĕр, йывăрлăхра хуçăлса ÿкмерĕмĕр».

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code