Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Тайман – хăватлă, çирĕп…

Ят çыннăн шăпине татса парать теççĕ. Пирĕн хушăмăрта ывăл-хĕрне чăн чăваш ятне /Пинерпи, Селиме, Салампи, Юман…/ хуракан мăшăрсем тĕл пулаççĕ.

Лаш Таяпара пурăнакан Юрий Кашкăр юрăç-композитор тата унăн мăшăрĕ Надежда вара çак кунсенче çемьене вĕçсе килнĕ çĕнĕ кайăка Тайман ят панă. Петуховсен ывăлĕ, çуралнă чух 3 килограмм та 800 грамм тайнăскер, çемьери 3-мĕш ача. Аслисем Аннăпа Матвей 10-мĕш тата 4-мĕш классенче вĕренеççĕ.

– Тайман – пысăк вăй-хăватлă, çирĕп тенине пĕлтерет, – хыпарлать пирĕнпе пысăк савăнăçне пайланă май çемье пуçĕ.

Пулас пăхаттире тата унăн çывăх çыннисене çирĕп сывлăх та телей сунар. Салтака кайма юрăхлă пултăр!

Е.ПЕТРОВА.

«Пысăк этнографи диктанчĕ»

Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ноябрĕн 3-8-мĕшĕсенче Раççейĕн мĕн пур субъектĕнче онлайн мелĕпе «Пысăк этнографи диктанчĕ» иртет. Унта вырăс чĕлхине пĕлекен ют çĕршыв гражданĕсем те хутшăнма пултараççĕ.

5-мĕш çул иртекен акцие кирек хăш ÿсĕмри çыннăн та хутшăнма ирĕк пур. 30 ыйтуран тăракан диктанта 45 минут хушшинче çырмалла: 20 ыйтăвĕ пурин те пĕр евĕр, 10-шне кашни субъект валли уйрăмшар хатĕрлĕç.

Ыйтусене www.miretno.ru сайтра вырнаçтарĕç, хуравĕсемпе те çак сайтрах ноябрĕн 16-мĕшĕнче паллашма пулĕ. Уйрăм кăтартусене вара Раççей Конституци кунĕнче маларах асăннă сайта лартĕç.

Ман атте чи лайăххи

Атте кунĕ умĕн Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви йĕркеленипе республика шайĕнче «Чи лайăх атте» конкурс иртнĕ.

Вăл 7 номинаципе йĕркеленнĕ: «Манăн атте чи лайăххи», «Пĕрле ĕçлетпĕр», «Аттен чи тутлă çимĕçĕ», «Нумай ачаллă атте»…

Çак конкурса Вырăскассинчи Златăпа Кирилл Федоровсем, Михаил Егоров хастар хутшăннă, хăйсен ашшĕ мĕн тери ырă та ĕçчен çын пулнине кăтартса пама пултарнă.

«Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн»

акцие хутшăнса Елчĕкри тĕп вулавăш ĕçченĕсем район центрĕнчи кану паркĕнче çамрăк вулакансемпе «Сывлăхлă пулар!» ятпа калаçу ирттернĕ.

Сывлăха упрамалли пирки калаçнă май вĕсем киревсĕр йăласен /наркотик серепине лекни, пирус туртни, эрех ĕçни…/ сиенĕ пирки те аса илнĕ. Компьютер сиенĕпе ырă енĕсем пирки те аса илнĕ тĕл пулура.

– Пушă вăхăта компьютер умĕнче ларса мар, урамра уçăлса çÿресе, спорт секцийĕсенче е сывă пурнăç йĕркине тытса пыма май паракан ытти вырăнта ирттерме тăрăшмалла, – темăна пĕтĕмлетнĕ май палăртнă библиотекарьсем.

Пушартан сыхланса

рейдсем йĕркелесси çине пушар хурал ĕçченĕсем яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çак кунсенче Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Геннадий Тикушев, пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ Сергей Сардаев Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пулса пушар хăрушсăрлăхĕн кунне ирттернĕ. Кивĕ Арланкасси ялĕнчи уйрăм хуçалăхсене тĕрĕсленĕ май пушар ытларах чухне юсавсăр кăмакасенчен тухнине тĕпе хурса граждансене хутса ăшăтмалли тапхăрта тата мунча хутнă чух уйрăмах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарнă, йĕркене пăснă тĕслĕхсене асăрхаса вĕсене çийĕнчех пĕтерме хушнă.

Тренировка иртнĕ

Гражданла хÿтĕлев енĕпе октябрĕн 22-мĕшĕнче штаб тренировки иртнĕ.

Вĕренÿ вăхăтĕнче районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем инкек пулас пулсан ăна вăхăтлă сирсе яма, нушана лекнĕ халăха пулăшма, унăн сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма хатĕр пулнине кăтартса панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code