Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тараса юсанă

Тараса юсанă

Аслă Елчĕк ял территорийĕнче пурăнакансене таса шывпа тивĕçтерес енĕпе 5 башня ĕçлет.

Унсăр пуçне харсăр ял çыннисем пусăсене те лайăх тытса тăрассишĕн тимлеççĕ. Ялта 30 тараса.

Çак кунсенче Яковлев урамĕнче пурăнакансен пуçарулăхĕпе кунти тарасана тĕпрен юсанă. Пурана улăштарнипе кăна çырлахман ăстасем, тăрă тунă, йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Юсав тăкакĕсен пысăк пайне районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Вадим Чернов хăй çине илнĕ. Уйрăм предприниматель «халăх тарçи» пулнăранпа 1 уйăх кăна иртейнĕ-ха, кĕске вăхăтрах курăмлă ĕçпе палăрчĕ. Вăл юсав ĕçне хутшăннисене тав тума та манман.

Сăн ÿкерчĕкре: çĕнĕ тараса.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code