Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕлтерĕшлĕ акци

Пĕлтерĕшлĕ акци

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ – пирĕн çĕршыври чи çамрăк уявсенчен пĕри. Ăна 2005 çултанпа паллă тăватпăр.

Çак куна халалласа тата Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнса тĕп хулари Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче «Курайманлăхпа ксенофобие сивлетпĕр» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ.

Унта общество институчĕсен, тĕн организацийĕсен, наци диаспорисемпе общинисен представителĕсем хутшăннă. Тĕл пулура çак темăсене хускатнă: халăхсен, тĕнсен хушшинчи хирĕçÿллĕ çивĕч лару-тăру сиксе тухасран сыхланмалла, çамрăксен хушшинче радикаллă идеологие сарма памалла мар, Чăваш Енри, çавăн пекех Раççейри халăхсен килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнмалла.

Халăх пĕрлĕхĕн уявне халалласа районта та сахал мар мероприяти иртнĕ. Чи пĕлтерĕшли – октябрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 4-мĕшĕччен районта «Экстремизмпа терроризма, ксенофобие хирĕç» ятпа акци йĕркелени. Çак тапхăрта халăх хушшинчи туслăха упрасси пирки калаçасси тĕп вырăнта пулнă.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code