Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕрĕсленсех тăмалла

Тĕрĕсленсех тăмалла

Хальхи вăхăтра республикăра кăкăр ракĕнчен сыхланас енĕпе акци пырать.

Кăкăр чирĕсем питĕ анлă сарăлнă. Вĕсем çине витĕм кÿрекен факторсем: ÿсĕм, репродуктивлă истори /менструаллă цикл, арлăх функцийĕ, кăкăр ĕмĕртесси/, апатлану, витамин çитменни, ытлашши виçе, сурансем, вăрах чирсем, сиенлĕ йăласем. Çавăнпа та чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕллевпе хĕрарăмсене çулсеренех тухтăр патĕнче тĕрĕсленме сĕнетпĕр.

Кăкăр чирĕсемпе чирлекенсен 90 проценчĕ 40-60 çулсенчи хĕрарăмсем. Çакă менопауза, климакс аталаннипе çыхăннă. Çак тапхăрта гормон тытăмĕ улшăнать, иммунитет чирсене аталантарас хăрушлăхне ÿстерсе пырать. 40 çул хыççăн хĕрарăмсене сĕт парĕн чирĕсенчен профилактика тумалли чи лайăх мелсенчен пĕри – маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухни.

Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртсан сывалас шанчăк пысăк. Кăкăрсене менструаци циклĕн пĕрремĕш çурринче тĕрĕслемелле. Пÿрне вĕçĕсемпе тытса пăхнă чухне ыратакан вырăнсемпе мăкăльсем пулмалла мар. Çавăн пекех чĕчĕ пуçне те пусса пăхмалла. Унтан шĕвек е юн тухмалла мар. Çакăн пек хăвăра хăвăр тĕрĕслени сĕт парĕн ракне профилактика тумалли пĕрремĕш утăм шутланать.

Хисеплĕ хĕрарăмсем! Сывлăх – чи хаклă тупра, çавăнпа та тухтăрсем патĕнче тĕрĕсленсех тăмалла.

И.СМИРНОВА,
районти тĕп больницăри акушер-гинеколог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code