Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чару йĕркисене пăхăнмаллах

Чару йĕркисене пăхăнмаллах

Кăшăллă вирус амакĕ парăнма шутламан тапхăрта район администрацийĕ çумĕнчи мобильлĕ ушкăнсем çине-çинех рейдсем йĕркелеççĕ.

Хальхинче пĕрлехи тĕрĕслеве Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов та хутшăнчĕ. Çынсем йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче пулнă май, вăл профилактика калаçăвĕ те ирттерчĕ: маска режимне çирĕп пăхăнасси, дезинфекци ĕçне вăйлатасси, апатлану предприятийĕсен ĕç графикне улшăнусем кĕртесси… Регионти пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарнинчен те хÿтлĕх проблеми юлать-ха. Эппин, чару йĕркисене кашнин пăхăнмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code