Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Амăшĕн телейĕ

Амăшĕн телейĕ

Кăçал Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Елена Диомидова, Алефтина Баринова, Юлия Емельянова, Мария Курицына, Юлия Емельянова 90 çулхи юбилейĕсене паллă турĕç. Вĕсем çак çулсем хушшинче хĕн-асапне, йуççи-пылакне, йывăрлăхне чылай курнă, çапах та пурнăçа юратни, кăмăл-сипете йĕркеллĕ тытса пыни, çынлăха çухатманни паянхи кун та хăйсене хăйсем ăс-тăнпа пăхма пултарнине сыхласа хăварнă. Паттăр хĕрарăмсенчен пĕринпе – Мария Курицынăпа паллаштарас килчĕ хаклă вулакансене.

Вăл Кивĕ Эйпеç ялĕнчи Федорпа Раиса Сусметовсен çемйинче 1930 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче кун çути курнă. Мария питĕ вăйсăр çуралнă. Пурпĕрех вилет тесе асламăшĕ çăлтан шыв ăсса килнĕ те ача тути çине виçĕ тумлам тумлатнă. Унтан васкаса тĕне кĕртнĕ. Çакăн хыççăн ача йăл илсе пынă, аван аталанма тытăннă.

Мария 5 класра вĕреннĕ çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ашшĕне вăрçа кайма повестка параççĕ. Амăшĕ икĕ хутчен кăмака хутса çăкăр пĕçернĕ. Çемье кĕске вăхăтрах пĕр михĕ сухари типĕтнĕ. Палăртнă кун лаша кÿлсе амăшĕ, ашшĕн шăллĕ тата Мария района ашшĕне фронта ăсатма кайнă. Медицина тĕрĕслевĕ хыççăн Федор Осиповича салтака юрăхсăр тесе каялла янă. Трактор юсанă чухне тимĕр ванчăкĕ куçне кĕни суккăрлатнă иккен ăна. Каялла вĕсем каçа юлса килме тухаççĕ. Сасартăк чупса пыракан лаша чарăнса тăрать. Пăхаççĕ те, вĕсен умĕнче кашкăр кĕтĕвĕ тăрать. Хĕр ача çивĕч куçĕпе вун пĕр кашкăра шутласа илет. Ула-ула кашкăрсем темиçе çаврăм тăваççĕ. Лав çинчисем пурте сассăр Турра кĕл тăваççĕ. Виçĕ сехет ытла пĕр вырăнта хускалмасăр тăрать лав. Усала мĕн сирсе янине паян та ăнлантарса параймасть Маня аппа. Кашкăрсен пуçлăхĕ хыттăн уласа кĕтÿне малалла ертсе каять. Тем самантра лаша сиксе ÿксе, пĕр чарăнми чупса вĕсене яла илсе çитерет. Амăшĕн кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăт пулнă, хытă шăннипе вĕсем шыçса каяççĕ. Марийăна, шăнса хытса кайнăскере, пÿрте йăтса кăна кĕреççĕ. Вăл утайми пулса ларать. Шкула çÿресси пĕтет вара хĕр ачан. Виçĕ уйăх вырăн çинчен тăрайми выртать. Ашшĕпе амăшĕ хăйсем пĕлнĕ пек сиплесе ăна çĕнĕрен утма вĕрентеççĕ.

Пурнăç сахăр мар-ха, çапах темшĕн йÿççи ытларах унта. Акă, амăшĕн йăмăкĕ упăшки вăрçăра вилни çинчен хут илет. Ырă мар хыпар хыççăн икĕ эрнеренех хĕрарăмăн чĕри тапма чарăнать. 2 çулхи ывăлĕ хăр тăлăха тăрса юлать. Федор Осиповичпа Раиса Денисовна тăлăх турата хăйсен хÿтлĕхне илеççĕ, çичĕ пĕртăван çумне саккăрмĕшĕ хутшăнать.

Ашшĕ ялта хĕрсемпе арăмсене тракторпа çÿреме вĕрентет. Вăрçа каяйман пирки арçын ялти мĕнпур йывăр ĕçе тума пулăшса пырать. Амăшĕ те арçын ĕçне уйăрса тăман. Лаша кÿлсе Канаша тырă леçме çÿренĕ. Питĕ хытă шăннăран карланки шыçса каять. Нумай нушаланнă хыççăн юн хăсакан пулать. Йывăр чире çĕнтереймесĕр Марийăн амăшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каять. Асламăшне те пăхмаллипе Мария качча тухма васкамасть.

Ку ĕç те унăн ăнсăртран пулса иртет. Марийăпа хĕр тантăшĕсем Кушкă пасарне кайма калаçса татăлаççĕ. Мария те маларах тухать, хĕрсене тĕл пулмасăрах пĕчченех кÿршĕ яла утать. Ялтан тухсан, хирĕç лаша килнине курса, çул айккине пăрăнса тăрать. Акă лаша чарăнать те пĕр кĕтмен çĕртен икĕ каччă хĕре йăтса илсе лав çине лартса малалла вĕçтереççĕ. Çамрăксем Аслă Пăла Тимеш каччисем пулнă. Михаил Курицын тахçанах куç хывнă Кивĕ Эйпеçĕн чи хитре пикине. Часах мăшăр пĕр хушамат илсе çĕнĕ çемье чăмăртанă. Хунямăшĕ çĕнĕ кине ăшшăн йышăннă, 26 çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă вĕсем.

Çамрăк мăшăр кун сиктермесĕр колхоз ĕçне васканă. Тăрăшуллăскерсен тытса туман ĕç юлман. Çемьере юрату чечекĕсем пĕрин хыççăн тепри çуралнă. Асламăшĕ мăнукĕсене питĕ лайăх пăхнă, кинĕшĕн шанчăклă тĕрев пулнă вăл.

Ĕçчен мăшăр хăйсен ĕмĕрĕнче икĕ çурт çавăрнă. Çемье ÿссе пынă май вырăнĕ те ытларах кирлĕ пулнă-çке. Курицынсем ачи-пăчине мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçтарса пынă.

Йышлă çемье «Победа» колхозăн анлă уй-хирĕсенче миçе гектар выльăх кăшманĕ, севок, сухан çумласа пуçтарнине виçене те хураймăн. Ÿркенмен мăшăр «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Миша тете хуçалăхра шоферта тăрăшнă. Каярахпа ылтăн алăллă платник пулнипе палăрнă. Маня аппана Мускава ВДНХна илсе кайса «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе наградăланă. Иккĕшĕн те Хисеп, Тав хучĕсем нумай.

56 çул алăран алă тытса, килĕштерсе пурăнса ултă ачана çĕршыва юрăхлă пулма çитĕнтернĕ Курицынсем. Ачисемпе савăнма пултарать паян Маня аппа. 2011 çулта Миша тете чирлесе пурнăçран уйрăлчĕ. Халĕ Мария Федоровна Герман ывăлĕпе, Антонина кинĕпе тирпейлĕ кил-çуртра пурăнать. Герман Мускава ĕçлеме çÿрет, кинĕ лавккара сутуçăра тăрăшать. Ĕне усраççĕ. Ватă чăх-чĕп пăхса тăрмашать. Икĕ мăнукĕ вĕренсе тухса хулара вырнаçнă.

Людмила хĕрĕ Кушкă ялĕнче тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Ытти ачисем Кемерово облаçĕнче вырнаçса хăйсем пĕчĕк чăваш тĕнчи туса хума пултарнă. Зоя хĕрĕ, виçĕ ачана кун çути панăскер, çемйипе кафесем тытса тăрать.

Миша ашшĕ пекех ăста платник. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтернĕ. Борис ветфельдшер. Унăн мăшăрĕ техник-осеменатор. Вĕсем Америка рысакĕсем, ăратлă лашасем тытаççĕ. Вĕсен хĕрĕ Валентина лашапа чупса «Çĕпĕрпе Инçет Хĕвел тухăç тăрăхĕнчи чемпионка» ята çĕнсе илнĕ. Тренерта тăрăшать. Якутире Раççейри студентсем хушшинче иртнĕ нумай енлĕ кĕрешÿ чемпионатĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Анатолий ывăлĕ те лашапа сĕрен ярса тăхăр çул пĕрремĕш вырăна тухса пынă.

Ваня – Курицынсен кĕçĕн ывăлĕ. Ачаранах купăспа ăста вылянăран тус-тăвансене юрлама-ташлама хавхалантарса пыраканĕ. Аслă Пăла Тимеш маттурĕсем Çĕпĕр çĕрĕ çинче çемье ансамбльне йĕркелесе янă. Заволокинсем ирттерекен «Играй, гармонь» передачăна хутшăннă. Çемье ансамблĕсем хушшинче облаçре 1-мĕш вырăн йышăннă. Ваньăпа Борис «Чи ăста купăсçă» ята темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Юрланипе кăна мар, ытти ĕçре те харсăр Ваня. Уйрăм предприниматель Çурçĕрте сĕт турттармалли пысăк автомашинăсем тытса тăрать. Туслă çемьере пĕр ача ÿссе çитĕннĕ.

Маня аппан 11 мăнук, 11 кĕçĕн мăнук. Ăна час-часах Çĕпĕре илсе каяççĕ, тĕнче кăтартса çÿреççĕ, савăнтараççĕ. Ачалăхĕ çăмăл килмен пулсан та ватлăхра телейпе çиçеççĕ ĕç ветеранĕн куçĕсем.

З.ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code