Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Этнокультура конкурсĕнче

Этнокультура конкурсĕнче

Ноябрĕн 9-28-мĕшĕсенче Чăваш Енре çамрăксем валли «Культурăсен диалогĕ» этнокультура конкурсĕ иртет.

Çамрăксем «Наци сĕмĕллĕ ÿкерчĕк», «Декораципе хушма искусство», «Наци спорт тĕсĕсем», «Наци костюмĕ», «Наци кухнин апачĕ», «Наци юрри», «Наци ташши», «Наци фольклорĕ» номинацисене хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс икĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕшне ?ноябрĕн 22-мĕшĕччен/ хутшăнма наци тумĕпе номер лартса 3 минутран вăрăм мар видео хатĕрлемелле те www.dialogculture.ru сайта вырнаçтармалла. 2-мĕш тапхăра куçнисен 24-28-мĕшĕсенче проектăн вĕренÿ программине хутшăнмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code