Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ваттисен çуртне – 25 çул

Ваттисен çуртне – 25 çул

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă çынсемпе инвалидсене стационарлă пулăшу паракан уйрăм уçăлнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Çак ятпа кунта савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Евгения Михайлова хутшăнчĕç.

Хăнасем чи малтанах коллектив ĕç-хĕлне, уяв ячĕпе хатĕрленĕ куравсене хакларĕç, ватăсене ăшăлăхпа çепĕçлĕх парнелекенсене, кунта пурăнакансене çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунчĕç.

25 çул хушшинче миçе ватă е сусăр çын хăтлăх тупман-ши кунта; Хальхи вăхăтра 20ĕн. Эпĕ те 4-мĕш çул пурăнатăп. Çурт чылай çĕнелсе илемленчĕ. Мĕнле кăна юсав ĕçĕсем ирттермерĕç-ши? Çĕнĕ сĕтел-пуканпа, оборудованипе те пуянланчĕ. Вĕр-çĕнĕ 2 телевизорпа тĕрлĕ программа курма пулать. Урамран кĕрекен тротуара, картана çĕнетни инçетренех курăнать. Çурта хĕле тĕплĕ хатĕрленĕ. Апат-çимĕç пирки те пирĕн шухăш çук. Мĕншĕн тесен пахча çимĕçне уйăрса панă çĕр лаптăкĕнче кашни çулах çителĕклĕ çитĕнтеретпĕр.

Пире пурăнма, канма, ĕçлес кăмăл пуррисене ĕçлеме, сывлăха çирĕплетес текенсене спортпа туслашма инвентарсем илсе панă. Паянхи самана таппинчен юлас мар тесе хаçат çырăнса илетпĕр. Илемлĕ литература вулама юратакансене кĕнеке-журналсемпе те тивĕçтереççĕ.

Пирĕн тату пурнăç социаллă ĕçченсенчен нумай килет. Коллектива чылай çул Антонина Осипова пĕлсе ертсе пырать. Эпир ăна хамăр хĕр пекех юрататпăр. Паян пĕрне больницăна илсе каять вăл, ыран теприн район центрне ĕçпе каймалла… Пурин кăмăлне те тупма пĕлет, яланах пулăшать. Антонина Ефимова, Татьяна Краснова, Ираида Кувшина соцработниксем, Таисия Чернова повар, Борис Дудкин слесарь ватăсен кăмăл-туйăмне курма, вĕсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне юратса пурнăçлани куç умĕнче. Пушă вăхăт тупăнсанах алмаз тĕррипе интересленекенсене тĕрлеме вĕрентеççĕ. Çавăн пекех уявсенче юрăсем юрласси çирĕп йăлара. Купăсçи те хамăрăн. Хальхинче те уявра хамăр пултарулăха кăтартрăмăр.

Кунта пурăнакан аслă ăру çыннисен шăпи çăмăл килмен. Çак çурт ăшăлăх парнелет те пире.

Илья КОРНИЛОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: юрă-кĕвĕ ытамĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code