Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > ВИЧ-инфекцие хирĕç

ВИЧ-инфекцие хирĕç

Кашни çулах декабрĕн 1-мĕшĕнче СПИДа хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăватпăр. Ăна халалласа декабрĕн 4-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри «Чарăн ВИЧ/СПИД» акци иртет.

ВИЧ-инфекци чирĕнчен сыхланасси шăнса пăсăласран сыхланассинчен те çăмăлрах. Чи кирли – организма ытти çыннăн инфекциллĕ шĕвекне кăна лектермелле мар. Чир ытларах ар çыхăнăвĕ урлă лекнине тăтăшах ăнлантаратпăр. Çавăнпа та хăрушă чиртен хÿтĕленесси хамăртан кăна килет.

Акци вăхăтĕнче кирек кам та, ята палăртмасăр та, ВИЧ-инфекципе чирлĕ маррине юн парса тĕрĕсленме пултарать. Хăрушă чир шÿте юратмасть, çавăнпа та тĕрĕслев витĕр тухни аван.

Çавăн пекех Роспотребнадзорăн Пĕрлехи консультаци центрĕн специалисчĕсемпе 8 800 555 49 43 номерлĕ телефонпа çыхăнса хăвăр ыйтăвăрсем çине хуравсем илме пултаратăр.

Л.ФОМКИНА,
профилактика кабинечĕн медсестри.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code