Среда, 10 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăвашлăх юхăмĕн патриочĕ

Чăвашлăх юхăмĕн патриочĕ

Елчĕк çĕрĕн пулăхлă та кăпăшка çĕрĕ çинче çарран чупса ÿснĕ, симпыл евĕр сиплĕ сывлăшĕпе киленсе сывласа аталаннă яш-кĕрĕм аслă çĕршывăмăрăн кирек хăш кĕтесĕнче тарăн хунав ярсан та тăванлăх, чăвашлăх туйăмне мала хурать, хĕрÿ чĕреллĕ пулнăран харсăр ĕçĕсемпе палăрать. Вĕсенчен пĕри – ĕнер 55 çул тултарнă хисеплĕ çыннăмăр, Чĕмпĕр тăрăхĕнче курăмлă ĕç-хĕлпе тĕнчипе пысăк ят-сума çĕнсе илнĕ Олег Мустаев.

Çĕнĕ Эйпеçри Николай Никандровичпа Валентина Яковлевна Мустаевсен йышлă çемйинче çитĕннĕ каччă ачаран йăрă та харсăр, малашлăха çивĕччĕн пăхнă. Ултă пĕр тăванран чи асли пулнăран ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне кĕçĕннисене пăхас, вĕрентес яваплăх ун çине тиеннĕ. Пиччĕшĕ паян та кĕçĕннисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче, вăл калани саккун евĕрех, унăн ăшă сăмахне, ырă шухăшне тĕпе хураççĕ.

О.Мустаев Лаш Таяпари вăтам шкула, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Ун хыççăн шăпа ăна Чĕмпĕре илсе çитернĕ. 1989-2007 çулсенче – облаçри наци телепрограммисен йĕркелÿçи тата тĕп редакторĕ. 2002-2006 çулсенче чăвашла «Еткер» телепередача, «Хамăрьял» радиопередача ертсе пынă. Çĕнĕ ĕçе пуçаракана нихăçан та çăмăл килмен. Унăн тÿре-шара хирĕçленине хăйĕн шухăшĕсемпе, тĕллевĕсемпе ĕнентерме, çирĕплетсе çиеле тухма тивнĕ. Çиле хирĕç малалла талпăнакан ентешĕмĕр халĕ Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Еткер» ыр кăмăллăх фончĕн президенчĕ, «Атăл» патшалăх радиотелевиденин наци программисен редакцийĕн тĕп редакторĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ.

Çĕнĕ Эйпеç çамрăкĕ ку тăрăхра чăвашлăх ыйтăвĕпе нумай вăй хунă, хурать те. Чĕмпĕр шкулĕн никĕсĕ çинче Чăваш патшалăх университечĕн вĕренÿпе консультаци пунктне уçнă, облаçри культура министерстви çумĕнче чăваш культурин центрне йĕркеленĕ, XIX ĕмĕрте И.Я.Яковлев тутарнă хулари православи чиркĕвне хута янă, чăвашсен наци-культура автономине туса хунă…

Ĕçшĕн хыпса çунакан ентешĕмĕр Раççей Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членĕ, Чăваш наци конгресĕн Ульяновск облаçĕнчи полномочиллĕ представителĕ, тĕрĕк тĕнчине тĕпчекен фондăн Аслă Канашĕн пайташĕ. Тăван районта та курăмлă ĕçсем сахал мар пурнăçланă. Вăл пуçарнипе тата ертсе пынипе Кивĕ Эйпеçри шкулта хăй вăхăтĕнче кунта чылай çул учительте ĕçленĕ А.Рекеева асăнса палăк туса лартнă.

Общество пурнăçĕпе тан утакан харсăр чĕреллĕ арçын ĕçшĕн çунса тăракан ентешсене яланах пулăшу аллине тăсать. Нумай-нумай тĕслĕх илсе кăтартма пулать ку чухне. Студент вăхăтĕнче çăмăл атлетикăпа СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнăскер спортсменсене уйрăмах хисеплет. Акă, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Олег Осипов физкультура учителĕ хăйĕн воспитанникĕпе Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадине хутшăннă чухне те тĕрлĕ пулăшу кÿнĕ.

Олег Николаевич Чĕмпĕрте чăваш Акатуйне ирттерессине пуçарса янă. Çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсем хăйсен йăли-йĕркипе, ĕç-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарччăр тесе вĕсене уява пĕрре мар йыхравланă. Елчĕксем те чăваш Акатуйĕнче темиçе те пулса курнă. Ентешĕмĕр тараватлăхне, пултарулăхне, чăвашла таса та илемлĕ калаçнине, тăванлăха, туслăха пысăка хурса хакланине унта кайса курнă кашни çын ăшшăн аса илет. Мĕн калăн, хулари Чăваш автономийĕн музейĕ-çурчĕ епле пуян та хăтлă тата! Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланса паллашатăн. Чăвашсене пĕр чăмăра пуçтарас тесе ырми-канми ĕçлет, чунне парать пысăк тавра курăмлă ентешĕмĕр.

О.Мустаев – Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Наци юхăмне аталантарас тĕлĕшпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ сумлă та хисеплĕ ятсем нумай унăн. Парнесемпе Хисеп тата Тав хучĕсем те йышлă. Кашнине хĕрÿ ĕçпе çĕнсе илни куçкĕретех. Çапах та ентешĕмĕршĕн чи хакли – «Елчĕк районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ятне пани. Апла пулсан, ахаль килмен вăл çĕр çине, тăван кĕтесĕн ятне яман.

Яланхиллех тăрăшулăхпа çĕнĕлĕхсем патне талпăнакан Олег Николаевич çитсе курман çĕршыв та юлман. Кирек ăçта кайсан та вăл хăй чăваш пулнине, ун халăхĕшĕн çуннине ĕçпе, сăмахпа уççăнах палăртать.

Хĕрÿ ĕç хыççăн çемье ăшшинче канма кăмăллать Олег. Вĕсем мăшăрĕпе, Еленăпа, виçĕ ачана çут тĕнче пилленĕ. Надежда çемйипе Шупашкарта пурăнать. Алексей мăшăрĕпе иккĕшĕ хулара пакшасен паркне уçнă. Селиса хальхи вăхăтра ачапа ларать. Çемйипе Чĕмпĕртех пурăнать. Данил 11 класра вĕренет.

Сăмах май каласа хăвармасăр иртес мар, Елена Николаевна Чĕмпĕрте тухса тăракан «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ. Икĕ кĕнеке авторĕ.

Олег Николаевичăн тус-юлташ, пĕлĕш-хурăнташ сахал мар. Хăйсем патне килекен хăнасене ăшпиллĕн кĕтсе илсе ăсатаççĕ. Уявсенче тулли кĕрекере чăваш юрри-ташшипе савăнаççĕ. Кил хуçи хут купăсне тăсса ярсан Елчĕк ен такмакĕсем, чăваш халăх юррисем инçете-инçете янăраççĕ.

Пушă вăхăт тупăнсанах, мăнукĕсем хăнана килсессĕнех, вĕсене хулари паллă вырăнсемпе паллаштарать, вăрмана уçăлма илсе каять. Çырла-кăмпа пуçтарма, пулла, ухатана çÿреме ăста вăл. Кирилл, Андрей мăнукĕсем кукашшĕшĕн каçсах каяççĕ, унран юлмаççĕ. Çулталăкри Софья та кукашшĕн йăл куллине курса ахăлтатать.

Икĕ хутлă хăтлă çуртра тăванĕсем пуçтарăнсан Олег Николаевичпа мăнукĕсем тĕрлĕ инструмента алла илеççĕ те хăнасене юрă-кĕвĕ илемĕнче «чÿхентереççĕ».

Олег хăй çуралса ÿснĕ яла, тăван килне те манмасть, ашшĕ-амăшĕ патне килсех çÿрет. Мустаевсем хăтăш-тăхлачăшсемпе те пĕр çăвартан пурăнаççĕ. Хресченĕн ĕçне лайăх пĕлет, хурт-хăмăрпа та интересленет вăл. Йăх-тăванĕсен çемйинче хуйхă сиксе тухсан та вĕсен инкекне пĕрле пайлама тăрăшать. Ял уявĕсенче вăл чи хаклă та кĕтнĕ çын.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: О.Мустаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code