Четверг, 1 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Президента ыйту парар-и?

Президента ыйту парар-и?

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн çулсерен иртекен пресс-конференцийĕ кăçал декабрĕн 17-мĕшĕнче пулать. Кремль пресс-службинче палăртнă тăрăх, вăл видеоконференци мелĕпе иртет.

Раççейре пурăнакансем декабрĕн 6-мĕшĕнчен тытăнса Владимир Путина ыйтусем пама пуçланă. Ыйтăва ятарласа хатĕрленĕ «Москва – Путину» приложени урлă çитерме май пур.

Приложенире видеошăнкăрав меслетне те пăхса хунă. Маларах хатĕрленĕ видеоыйтăва та /вăл 1 минутран вăрăм пулмалла мар/, текст формипе çырса хатĕрленĕ ыйтăва та çак приложени урлă çитерме пулĕ.

Кунсăр пуçне ыйтăва ятарлă сайтра та пама ирĕк пур. Çĕршыв ертÿçин пресс-секретарĕ Дмитрий Песков каланă тăрăх, ăна пресс-конференци умĕнхи кунсенче ĕçлеттерсе ярĕç. Граждансенчен килнĕ ыйтусене пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн волонтерĕсем йышăнса тишкерĕç.

Аккредитациленнĕ журналистсем вара хăйсен ыйтăвĕсене ятарлă площадкăсенчен парĕç.

Пресс-конференцие çакăн йышши мелпе усă курса ирттерни коронавирус пандемийĕпе çыхăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code