Суббота, 13 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ватăсен пилĕпе, юрату вăйĕпе…

Ватăсен пилĕпе, юрату вăйĕпе…

Çемье – обществăн пĕр пайĕ. Пурнăçра тĕреклĕ, юратуллă çемьесем мĕн чухлĕ нумайрах, çавăн чухлĕ пирĕн çĕршыв тĕреклĕрех.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Диомидовсен çемйи /сăн ÿкерчĕкре/ ятлă-сумлисен йышĕнче. 40 çул ытла алла-аллăн тытса, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ Юрий Леонидовичпа Галина Германовна. Акчелĕнчи Лазаревсен харсăр, сăпайлă çемйинче çуралса ÿснĕ хĕр Шупашкарти педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн Аслă Пăла Тимешри вăтам шкула химипе биологи предмечĕсене вĕрентекен пулса килнĕ. Туслă коллектив çамрăк педагога хапăл туса йышăннă. Коллективра 40 учитель. Партăсем хушшинче 800 яхăн вĕренекен ăс пухать. Районĕпе чапа тухнă шкул ĕçченĕсем ашшĕ-амăшĕпе, халăхпа тачă çыхăну тытассине мала хунă. Час-часах ял çыннисене концертсемпе савăнтарнă. Вĕрентекенсем ĕçпе канăва тĕрĕс, пĕлсе йĕркелесе пынă. Çакăн пек уявсенче çамрăксем пĕр-пĕринпе паллашнă. Каярахпа ялта çĕнĕ çемьесем чăмăртаннă. Пысăк тавра курăмлă, пултаруллă Галинăна ял каччи, хăй пекех çÿллĕскер, Юрий Диомидов килĕштернĕ, мăшăр пулма ыйтнă.

1979 çулхи раштав уйăхĕнче çамрăксем туй кĕрлеттернĕ. Йышлă ача-пăча çуратса ÿстернĕ Леонид тетепе Вирук аппа çĕнĕ мăшăра хапăл йышăннă, сывлăхпа юрату, телей сунса ача-пăчаллă пулма пил панă. Çулсем иртнĕçемĕн çĕр çине юрату çеçкисем – Элеонора, Михаил, Алексей килнĕ. Ватăсем мăнукĕсене çитĕнтерме пулăшнă.

Юрий, авланиччен Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче электрик специальноçне алла илнĕскер, пĕлĕвне малалла ÿстерме талпăннă. «Победа» колхозра инженер-энергетик тивĕçĕсене пурнăçлакан мал ĕмĕтлĕ арçын Мускаври политехника институтне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пырса, хăйсен ĕç вырăнĕсенче хисепе тивĕçсе пырать пултаруллă мăшăр.

Галина Германовна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине илме тивĕçет. Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. 1995 çулта районти виçĕ вĕрентекен «Соров учителĕ» ята тивĕçлĕ пулаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Г.Диомидова. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван шкулта ачасене вĕрентет ăста педагог.

Юрий Леонидович колхозсем саланса кайнă хыççăн Патăрьелĕнчи энергосбыт кампанине вырнаçать. 2005 çулта Елчĕкри РЭС организацине куçать. Тивĕçлĕ канăва тухсан тата 4 çул юратнă профессипех тăрăшать вăл. Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă Хисеп, Тав хучĕсем сахал мар унăн.

Çурт-йĕр йĕркелĕхĕпе тирпейлĕхне, тăнăçлăхне тытса пыма ватăсем пилленĕ тесе калас килет çак çемьене. Юрий Леонидовичăн ашшĕ, Леонид Алексеевич, вăрçă ветеранĕ пулнăскер, çамрăксемпе 7 çул анчах пурăнаять. Суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕрет.

1989 çулта Диомидовсем капмар икĕ хутлă кирпĕч çурт купаласа лартаççĕ. Ватă амăшне, ачисене лайăх условисемпе пурăнма уйрăм пÿлĕмсем тума мехел çитереççĕ. Чăх-чĕп вĕçсе каçайми хуралтă çĕклеççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ачисене пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшаççĕ. Элеонора Чăваш патшалăх университетĕнче хими факультечĕн «Фармация» уйрăмне пĕтерет. Унтан Хусанти университетра «Провизор» специальноçне алла илет. Мускавра ĕçе вырнаçать. Хальхи вăхăтра çемйипе Калуга облаçĕнче пурăнать. Мăшăрĕпе 2 ывăл ÿстереççĕ.

Вăтам шкул пĕтерсен Мишăпа Алеша ашшĕн çулĕпе кайма кăмăл тăваççĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе инженер-энергетик специальноçне алла илнĕ. Мăшăрĕсемпе ачисене ÿстереççĕ. Михаил Шупашкарта, Алексей Мускавра хăйсен ăшă та хăтлă йăвисене çавăрнă.

Пысăк уявсем, вăрăм кану кунĕсем çитсен ачасем инçе çула çывăхлатса ашшĕ-амăшĕн килне пуçтарăнаççĕ. Юнашар хăйсене утьăкка сиктернĕ асламăшĕ çуккишĕн пăшăрханаççĕ вĕсем. Хитре сăн-сăпатне, çивĕч ăс-тăнне 91 çула çитиччен те çухатман Вера Николаевна çирĕп хĕрарăмччĕ. Колхозра, чăх-чĕп ферминче, пекарьнăра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Килти хуçалăхра пулăшнă ватă, ĕçпе те, сăмахпа та хавхалантарнă çамрăксене. 86 çула çитсен ăнсăртран пĕç тĕпĕн шăммине хуçнă вăл. Ывăлĕпе кинĕн, хĕрĕсен тимлĕхне, тăрăшулăхне пула инкек хыççăн тата 5 çул пурăнчĕ.

Халĕ хăйсем асатте-асанне, кукаçи-кукамай пулнă килĕшÿллĕ те телейлĕ мăшăр пурнăçа тĕплĕ тытса пыма пĕлет. Кил-çуртра тирпей-илем хуçаланать. Алă ĕçне ăста хĕрарăм тытса тума пĕлмен япали те çук. Кофта, юбка, алса-нуски, тутăр, шарф çыхасси, канвапа, бисерпа, алмазпа тĕрлесси – чун киленĕçĕ. Апат-çимĕçе ăста поварсенчен пĕртте кая мар хатĕрлет кил хуçи хĕрарăмĕ. Ун патне час-часах хăй вĕрентсе кăларнă ачасем чечек çыххисемпе пыраççĕ.

Юрий Леонидович çулла уйрăмах пахчара кăштăртатма кăмăллать. Çу кунĕсенче мăнуксен шавĕ пекех вĕлле хурчĕсем сĕрлеççĕ. Хуçи пекех харсăрскерсем пылпа савăнтараççĕ. Хăйсен ачисене, çывăх çыннисене, хăтăш-тăхлачăш валли те çитет ырă çынсем хатĕрленĕ тутлă çимĕçĕ. Пахчари теплицăра çу пуçламăшĕнчех хăяр, помидор, укроп-сухан çитĕнеççĕ. Кăнтăр çимĕçĕсене те ÿстереççĕ ÿркенмен хуçасем.

Çуллахи вăхăтра мăнукĕсем яла куçса килеççĕ. Тарават ватăсен ăшши вĕсем валли те çитет. Хуçалăхри пысăк ĕçсене пурнăçлама ывăлĕсемпе кинĕсем кар пухăнаççĕ. Хăйсем акнă вăрлăхăн ырă çимĕçĕсем чăннипех савăнтараççĕ хисеплĕ ĕç ветеранĕсене.

З.ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code