Çак кунсенче Совет Союзĕн Геройĕн – Елчĕкре çуралса ÿснĕ А.Ф.Беляевăн мăнукĕнчен Владимир Анатольевич Беляевран ?вăл Санкт-Петербург хулинче пурăнать/ çакăн пек çыру килчĕ:
«Ырă кун пултăр, «Елчĕк ен» хаçатăн хисеплĕ ĕçченĕсем! 2018 çулта «Герой Советского Союза А.Ф.Беляев. 1908-1943» кĕнекене кăларнă хыççăн эпĕ Беляевсен йăх-тĕпне тĕпчессипе малаллах ĕçлетĕп. Архивсенче пулнă май сирĕн районпа çыхăннă тĕрлĕ документ куç тĕлне пулать. Тутарстанри наци архивĕнче Елчĕк ялĕпе çыхăннă икĕ документ тупма май килчĕ. Вăл район çыннисене интереслентерессе шанас килет.194 номерлĕ ĕçре Элкел вулăсĕн Теччĕ уесне кĕрекен Кĕçĕн Елчĕк ялĕнче эрех-сăра сутассине чарса лартма ыйтни пирки сăмах пырать. Ĕçе 1914 çулхи майăн 20-мĕшĕнче уçнă, çак çулхи августăн 12-мĕшĕнче хупнă. 1914 çул пуçламăшĕнче II Николай император халăх хушшинче сарăлнă алгоголе хирĕçле юхăма тĕревлесе эрех-сăра ĕçессине тата сутассине чакарас политикăна çул панă. 1914 çулхи 6 уйăхра /февральтен пуçласа июль уйăхĕччен/ Раççей империйĕн Правительстви ялсенчи обществăсен ку темăпа çыхăннă 800 ыйтăвне пăхса тухнă. Асăннă темăна Патшалăх Думинче те анлăн сÿтсе явнă май çак шухăша çĕкленĕ: енчен те вăрçă пуçланас пулсан спиртран хатĕрленĕ таварсемпе суту-илÿ тăвассине чакармалла е «типĕ саккун» кăлармалла. Майăн 17-мĕшĕнче Хусан канцелярине Кĕçĕн Елчĕкри ял обществинчен «Кĕçĕн Елчĕк ялĕнче эрех-сăра суту-илĕвне тата спирт шĕвекне вăрттăн сутассине чарса лартасси çинчен» йышăну килнĕ. Йышăну кăларас умĕн ялта пуху ирттернĕ. Кунта çав çулсенче пурăннă çынсен ячĕ, ашшĕ ячĕ тата хушамачĕ упраннăран документ несĕлсене палăртса пурнăç йывăççи тăвакан çынсемшĕн уйрăмах усăллă пулĕ тетĕп /енчен те маларах хресченсене ячĕпе тата ашшĕ ячĕпе анчах палăртнă пулсан, ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче хушаматсемпе те усă курма пуçланă/:
194 номерлĕ ĕçрен çакă паллă: «Эпир, Кĕçĕн Елчĕк ялĕнче пурăнакансем, вырăнти старостăпа Михаил Ишмуратовпа пĕрле 1914 çулхи майăн 14-мĕшĕнче иртнĕ пухăва хутшăннă 100 çын, ялти 163 хуçалăхри 436 çын ятĕнчен çакна пĕлтеретпĕр: юлашки вăхăтра Кĕçĕн Елчĕкре эрех-сăрапа иртĕнекенсен йышĕ палăрмаллах ÿссе пырать. Хресченсенчен чылайăшĕ юлашки пурлăхне сутса, çемйине тата çул çитмен ачисене йывăрлăха кĕртсе ÿкерсе эрех-сăра туянать. Сăлтавĕ – эрех-сăра сутакан вырăнсен йышĕ ытла пысăк пулнинче. Кĕçĕн Елчĕкре 2-мĕш разрядлă хĕрлĕ эрех сутакан патшалăх, Г.И.Марковăн трактир, И.В.Александров советникăн компанийĕн еткерçисен тата «Жигулевское» сăра вĕретекен заводăн 2 сăра лавккисем. Унсăр пуçне 10 вырăнта спирт шĕвекĕпе вăрттăн суту-илÿ тăваççĕ. Эпир Кĕçĕн Елчĕкри мĕн пур эрех-сăра точкисене 3 çуллăха хупса лартма Хусан губернаторĕ патне ыйту тăрататпăр, çакна çирĕплетсе алă пусатпăр». Йышăнăва пичет çапса Михаил Алексеевич Ишмуратов староста çирĕплетнĕ. Унта хутла пĕлекен 50 çын алă пуснă, ытти хресченсен ячĕпе Кирилл Павлович Беляев алă пуснă.
Кунта пурĕ 35 çыннăн хушаматне курма пулать: Михаил Ишмуратов, Егор Молодов, Федор Беляев, Яков П. Беляев /унăн пÿртĕнче халĕ музей/, Дмитрий Беляев, Николай Герасимович Сырцов, Осип Молодов, Иван Алексеевич Беляев, Капитон Козлов, Иван Кедров, Порфирий Блинов, Иван Гурьевич Беляев, Филипп Беляев /Совет Союзĕн Геройĕн А.Ф.Беляевăн ашшĕ/, Григорий Беляев, Тимофей Молодов, Диомид Носов, Николай Чернов, Павел Амплеевич Носов, Петр Иванович Лобанчиков, Алексей Иванович Ишмуратов, Степан Иванович Молодов, Николай Герасимович Карамаликов, Федот Тимофеевич Воронов, Ефим Степанович Чернов, Иван Ефимович Козлов, Павел Спиридонович Карабурнашев, Егор Игнатьевич Блинов, Степан Иванович Чернов, Никифор Анисимович Золотов, Василий Ефимович Беляев, Максим Степанович Беляев, Роман Алексеевич Носов, Осип Захарович Ишмуратов, Михаил Андреевич Каткин, Кирилл Петрович Беляев, Стахеев».
Иккĕмĕш документа вара 1914 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Вăл ялăн уес исправникĕн рапорчĕ. Унта ытти хресченсене ашшĕ ятĕнчен анчах палăртнă: «Кĕçĕн Елчĕкре шăматкунсенче пасарсем, çулталăкне 2 пысăк ярмăрккă иртет: майăн 19-мĕшĕнче тата сентябрĕн 8-мĕшĕнче. Кĕçĕн Елчĕк хуласенчен тата суту-илÿ пункчĕсенчен самай аякра вырнаçнине кура пасарсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Кунта çуртлăх йывăçпа, лашасемпе, мăйракаллă шултăра тата ытти выльăхсемпе суту-илÿ тăваççĕ. Çавăн пекех çăкăр изделийĕ, сÿс-кантăр, тир, çăмарта, килте тĕртнĕ пир, çулла тата кĕркунне улма-çырла, пахча çимĕç йышлă сутăнать. Теччĕ, Свияжск, Пăва, Çĕрпÿ уесĕсенчен те сахал мар çын тавар туянма килет. Эрехпе те анлă суту-илÿ тăваççĕ. Хĕрлĕ эрех лавкки çулсерен 5000 витре эрех, трактир 8000 тенкĕлĕх, сăра лавккисем 4000 витре тата ятарлă нÿхрепре упранакан хĕрлĕ эрехпе сăрана 3000 тенкĕлĕх сутаççĕ. Унсăр пуçне чиркÿсене, чирлисене валли больницăсене пурĕ 100 витре эрех каять.
Пасар лаптăкĕсене, суту-илÿ вырăнĕсене арендăна панинчен хуçалăх пуçлăхĕсем çулталăка 2000 тенкĕ тупăш тăваççĕ, анчах та чылай хресчен эрех-сăрапа иртĕннĕрен тупăша упраймаççĕ, çавăнпа та çак лавккасене хупни усăллă пулĕччĕ».
Документран çакă паллă: Хусан кĕпĕрнин чиновникĕсен йышăнăвĕпе июнĕн 29-мĕшĕнче хысна хĕрлĕ эрех лавкки хупăннă. Уйрăм çынсен эрех-сăра точкисене вара 1915 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен – патент срокĕ вĕçленсен – хупма палăртнă».
Е.ПЕТРОВА.