Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ

Тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ

Росстат «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2020 çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

Пĕтĕмлетÿре чи малтан тăван тавралăха уйрăмах пысăк сиен кÿрекен хытă каяш вырăнĕсене сиенсĕрлетес енĕпе комплекслă тытăм туса хурассине, ку тĕлĕшпе проектсем мĕнле ĕçе кĕнине шута хунă. «Росстат» патшалăх корпорацийĕн тĕп директорĕн пĕрремĕш çумĕ – пĕтĕм тĕнчери бизнес аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен блок директорĕ Кирилл Комаров та çак ыйту тавра тĕплĕн чарăнса тăнă. Патшалăх корпорацийĕпе Росстат, федераци шайĕнчи экологи центрĕ, ученăйсемпе общественность, технологсем хутшăннипе туса ирттерекен çак пысăк ĕç территорисен хăрушсăрлăхне сыхласа хăварма, çынсен пурнăçне хăтлăлатма, бизнес аталанăвне çирĕплетме пулăшма тивĕçлĕ пуласса палăртнă вăл.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code