Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аттесĕр çитĕнтĕмĕр

Аттесĕр çитĕнтĕмĕр

1941 çул. Тавралăх ешерет, янкăр хĕвелĕ ăшшине пĕр шелсĕр сапалать. Шăп çак илемлĕ те лăпкă вăхăтра çитет те хăрушă хыпар хуласемпе ялсене. Вăрçă… Пĕтĕм халăхăн пурнăç йĕркине арпаштарса ярать вăл. Ялти вăй питти арçынсем фронта тухса каяççĕ. Колхоз хирĕнче ватăсемпе хĕрарăмсем тар тăкса ĕçлеççĕ. Вĕсене ачисем те пулăшаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче анчах мар, кайран фашиста пула юхăннă çĕршыва ура çине тăратма та хутшăнаççĕ аслисемпе пĕрле. Вăрçă ачисем: сусăр ашшĕсене кĕтсе илнисем, çывăх çыннине вуçех те курайманнисем, йывăр пурнăçа пула ачалăхсăр юлнисем…

Патреккел ялĕнче пурăнакан Людмила Дозорова Аркадипе Анастасия Можаевсен виççĕмĕш ачи пулнă. 1940 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Çак кунах пĕр ялта пурăнакан Блиновсен /Александрпа Марийăн/ 5-мĕш ачи Мария /качча кайсан Захаровăпа çÿренĕ/ çуралнă. Çакă питĕ кăсăклă. Люся аппа каланă тăрăх, çуралсанах больницăра медработниксен тимсĕрлĕхне пула ачасене улăштарса янă пулнă. Çакна Люсьăн амăшĕ Анастасия /Няття аппа тенĕ ăна ялта/ чунĕпе тÿрех туйса илнĕ. «Ку манăн ача мар, манăн çутăраххи», – тесе ачасене черетпе кăкăр ĕмĕртнĕ вăл.

Виçĕ кунтан вара амăшĕсем ачисене улăштарнă-улăштарнах.

Вăрçă умĕн Можаевсем шăкăлтатса пурăннă, туслă çемьере 3 ача кун çути курнă. Анчах лăпкă та телейлĕ вăхăт вăраха тăсăлман – хаяр вăрçă пуçланнă. Ун чухне Люся кăкăр ачи анчах пулнă. Ашшĕ – Аркадий Николаевич, райпора бухгалтерта тăрăшнăскер, вăрçа кайма повестка илнĕ. Ачисене çумне тытса çупăрланă май пуçран шăлнă ашшĕ, амăшне итлеме тата пулăшма ырă суннă. Сăпкара выртакан хĕрне вара алла илсе çÿле çĕкленĕ, чăланĕнчи арчинчен çÿçеллĕ тутăр кăларса унпа хĕрне чÿркесе çапла каланă:

– Çак хĕр ÿснине те кураймăп пуль…

Тутăра Людмила Аркадьевна паянхи кун та типтерлĕн упрать.

Чăн та, вăрçăран таврăнма пÿрмен ашшĕне, вăл 1942 çулта Сталинград хулинче пуçне хунă. Чылай çул иртсен Люся аппа çак хулара пулса Мамай сăртĕнчи палăк çинче ашшĕн хушаматне шыраса тупнă, унта чĕрĕ чечек çыххи хунă.

Ялти ытти ачасем пекех çамрăкран тĕрлĕ ĕçе кÿлĕнсе çитĕннĕ хĕр ача. Çичĕ класс пĕтерсен Люсьăна Барнаулта техникумра вĕренекен Леня тетĕшĕ хулана илсе каясшăн пулнă. Анчах та вăл вăхăтра ялта ĕçлеме юлмаллипе сăлтавласа çамрăксене вăр-варах паспорт тыттарман.

Çак документа алла илес тĕллевпе колхоз председателĕ Андрей Муратов патне темиçе хут та каять хĕр, кашнинчех кăмăлне хуçса таврăнать. Пĕринче вара ăна председатель çапла хыпарлать:

– Аннÿ сана паспорт пама хушман. Ăна шелле, пĕччен юлать вĕт эсĕ тухса кайсан.

Ун чухне Няття аппан аслă хĕрĕ Лилия кÿршĕри Акчел ялне Венямин Пушкова качча тухнă.

Ашшĕсĕр çитĕнесси çав тери йывăр пулнине аса илет Людмила Аркадьевна:

– Пĕр вăхăтра хĕрсем ярса пусмассерен çăтăр-çăтăр тăвакан пушмак тăхăнса çÿретчĕç. Манăн та çавăн пек туфли тăхăнас килнĕ пуль. Ун тĕпне типĕтнĕ хурăн хуппи хунăран çапла сас кăларнă вăл. Çакăн евĕр туфли çĕлетме сăмах уçрăм анчах пĕринче анне умĕнче, вăл вара çапла каларĕ: «Хĕрĕм, пăралук хĕрри çăтăртатать». Пăралук хĕрринче пурăннăран çĕр улми ани çине выльăх кĕресрен карта тытмаллине пĕлтернĕ ĕнтĕ çак сăмахсем. Пире, ачисене пĕччен çитĕнтернĕ аннене, пĕрре те çăмăл пулман, – ассăн сывлать Л.Дозорова.

16 çулхи хĕр фермăна ĕне сума вырнаçнă. «Атте сывă пулнă пулсан эпĕ те малалла вĕреннĕ, хулара тĕпленсе пурăннă пулăттăм», – малтанхи çулсенче çак сăмахсене каласа хĕр ирхине 2-3 сехетре тăрса ферма енне утнă. Çамрăкскершĕн кунсерен алă вĕççĕн 2-шер хут 17-шер ĕне сăвасси ансат пулман.

– Малтанхи вăхăтра питĕ йывăрччĕ. Алăсем каç енне тăртанса шыçăнса каятчĕç. Юлташсем питĕ аванччĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пыни анчах вăй пыратчĕ. Ĕçĕ йывăр пулсан та, савăнма пĕлнĕ ферма хĕрĕсем. Пушă вăхăтсенче общежитире тĕрĕ тĕрлеттĕмĕр, чĕнтер çыхаттăмăр. Çав вăхăтрах спектакльсене хатĕрленме, юрласа-ташлама та вăхăт çитернĕ. Пĕрле пухăнса такмаксене шăрантарнă чух Николай Вершков купăс калатчĕ, эпир вара юрлаттăмăрччĕ, ташлаттăмăрччĕ. Çак такмак асра юлнă:

Алăри çăра уççи
Кладовшикăн аллинче.
Эпир, ферма хĕрĕсем,
Ваççи Семенч аллинче.

Ун чухне ферма заведующийĕ Василий Семенович Скворцовчĕ, хăйĕн пирки юрланине илтсен йăл кулса алă çупатчĕ. Тепĕр чухне пирĕнпе пĕрле хăй те ташша яратчĕ. Хăйне хисепленине туйнă ĕнтĕ ферма ертÿçи. Ырă чунлă, çав вăхăтрах çирĕп ыйтакан çынччĕ вăл. Кам шухăшланă ун чух тепĕр 30 çултан хамăр хăталлă-тăхлачăллă пуласса? Василий Семеновичăн кĕçĕн ывăлĕ Владимир пирĕн Алена хĕрĕмĕрпе пĕрлешсе çемье çавăрчĕç.

Правур Людмилăна ялти ĕçчен каччă Леонид Дозоров куç хывать. 1960 çулта вĕсем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ.

– Лайăх çемьене лекрĕм, пăянам хăйĕн хĕрĕ пек пăхрĕ. Пăятам çапла каласа чуна ăшăтрĕ: «Аçупа эпир юлташлă пулнă, аттесĕр ÿсрĕн, мана атте тесе чĕн». Хăйсем 9 ача çитĕнтернĕ пулсан та питĕ лайăх пурăнтăмăр. Клавдия хĕрĕпе качча пыричченех тантăшсем пултăмăр. Виçĕ çултан уйрăм çурт лартса тĕп килтен уйрăлса тухрăмăр. Çĕнĕ вырăнта пĕр кас çыннисемпе те часах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Халь чăн вырăнта канлĕх тупнă Лидия Горшковăна, Ильяпа Зинаида Каринкинсене, Никандрпа Мария Тепловсене, Василипе Ефросиния Миллинсене, Никонорпа Клавдия Зотиковсене ырăпа çеç аса илетĕп. Питĕ туслă, пĕрне-пĕри пулăшса тата çур сăмахран ăнланса пурăнтăмăр. Уявсенче мăшăрсемпе пĕр-пĕрин патне пухăнса савăнассине йăлана кĕртнĕччĕ. Хамăр кунĕпе ĕçре пулнă, ун чухне ялта ача сачĕ пулманран Аленăпа Оксана хĕрĕмсене Зотиковсем пăхса пачĕç, пысăк тав вĕсене, – иртнине аса илнĕ май йăл кулă палăрать унăн сăнĕнче. – 1964 çулта Елчĕкри крахмал заводра ĕçе вырнаçрăм. Пĕр ялти Анастасия Крыловăпа тата Александр Выйгетовпа пĕрле нумай çул сивĕре те, шалкăм çумăрта та ĕçе каяттăмăрччĕ. Пĕр çулĕнче çĕрле çул варринче куçĕсене ялтăртаттарса ларакан чĕр чуна асăрхарăмăр. Çывăхарах çитеспе кашкăр пулнине куртăмăр. Те çиес çăкăрăмăр пулнă, тапăнмарĕ вăл пире, пăрăнса утрĕ. Хăранипе вăрах вăхăт калаçмасăр утрăмăр, урасем хытса ларнине туйрăмăр.

Заводра 24 çул операторта тăрăшрăм. Пирĕн бригада яланах малти вырăнсенче пулчĕ, çавна май сăнăмăрсене Хисеп хăми çине пĕрре анчах мар вырнаçтарчĕç, 3 хут «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята тивĕçрĕмĕр.

Дозоровсем 4 хĕрпе пĕр ывăла кун çути кăтартса, алла-аллăн тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса 59 çул пĕрле пурăннă. Шел пулин те, çулталăк каялла 86 çула кайса Ленька тете пурнăçран уйрăлчĕ. Унтанпа 80 çулхи хĕрарăм килте пĕчченех кăштăртатать. Çулне кура мар харсăр вăл, пахчине чечек ăшăнче тытать. Качакапа путекĕсем, кăвакалсем, чăххи-чĕппи унăн кăмăлне çĕклеççĕ.

Хĕрарăм ачисемпе, 8 мăнукĕпе, 7 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса тата йăпанса пурăнать, яланах хăнана кĕтет. Вĕсем те савнă амăшне, ытарайми кукамăшне, ăш чунлă асламăшне чун-чĕререн юратаççĕ, юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code