Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнелнĕ çуртра

Çĕнелнĕ çуртра

Елчĕкри тĕпрен юсанă Спорт çуртĕнче шăматкун СССР спорт мастерне, Чăваш Енĕн нумай хут рекордсменне Исаак Портнова асăнса йывăр атлетсен 13-мĕш чемпионачĕ иртнĕ.

Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый юсав ĕçĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçланăшăн подрядчика – «Партнер» ООО тĕп директорне Борис Матвеева Тав хучĕпе чысланă, малашне те аукционсене хастар хутшăнассине шанса ăнăçу суннă. Борис Георгиевич вара спорт шкулне 50 пин тенкĕлĕх штанга комплектне парнеленĕ.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Александр Портнов ертсе пыракан «Юман» спорт клубĕ çĕнтернĕ. Аслă Пăла Тимеш атлечĕсем – А.Портнов, А.Иноходов, П.Ягудин, П.Сверчков хăйсен виçисенче малти вырăна тухнă. Палăрнă пĕтĕм спортсмен, номинантсем медальсемпе дипломсене, хаклă парнесене тивĕçнĕ. Николай Молоствов обществăлла тренера йывăр атлетика спортне аталантарассинче пысăк тÿпе хывнăшăн ЧР йывăр атлетика федерацийĕн медалĕпе наградăланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code