Четверг, 30 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Вăрçă ачи» – 90 çулта

«Вăрçă ачи» – 90 çулта

Хăвăлçырма ялĕнчи Елена Ивановна Самсонова çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Тыл ĕçченне çак ятпа ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Инесса Воронова тата Çирĕклĕ Шăхальти культура çурчĕн заведующийĕ Зоя Спиридонова саламланă, ырлăх-сывлăх, телей суннă. Кинемине Раççей Федерацийĕн Президентĕнчен Владимир Путинран килнĕ салам открыткине вуласа панă.

Елена Ивановна ĕмĕрне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Хăйĕнпе пĕр тантăш ачасемпе пĕрле вăл та çамрăклах вăрçăн хаяр тутине туйнă, аслисемпе пĕрле хуçалăх ĕçне хутшăннă.

Мăшăрĕпе Клеоник Ивановичпа 5 ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем, кашнинех тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code