Понедельник, 15 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх нушисем

Патшалăх нушисем

валли таварсем туянасси, пулăшу ĕçĕсем пурнăçласси – коррупци тарăн тымар янă сфера. Çивĕчлĕхе сирессине республика Пуçлăхĕ Олег Николаев сутăн илес ыйтусене централизациленинче, çак ĕçе цифра платформисем çине куçарнинче курать. Çакăн пирки регион ертÿçи юнкун республикăн коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Шел пулин те, киревсĕр тĕслĕх чылай. Олег Николаев вĕсемпе çырлахма юраманнине пусăм туса палăртнă. Муниципалитетсенче çынсене пахалăхĕпе паянхи стандартсемпе килĕшсе тăман, чăннинчен хаклăрах çурт-йĕрпе тивĕçтернине хирĕç вирлĕн кĕрешме, саккуна пăсакансен çулне пÿлме чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Енре ку енĕпе çине тăрса ĕçлени курăнать. Сутăн илессине хаксене пăхмасăр пĕтĕмпех уçă тумалли тĕллев лартнă.

Республикăра коррупципе çыхăннă лару-тăрăва граждансем мĕнлерех хакланине тĕпченĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх, респондентсен 83 проценчĕ юлашки вăхăтра коррупципе çыхăннă лару-тăрăва лекмен, 59 проценчĕ хăйсен пурнăçĕнче коррупципе пачах та тĕл пулман. Тĕпчев уçăмлатнă тепĕр самант, республикăри хуласемпе районсенче пурăнакан 830 çын «йăлари коррупцие» хутшăннă, «ĕçлĕ коррупци» хутшăнăвĕсенче вара 200 организаци пулса курнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code