Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Активлă ялкорсем

Активлă ялкорсем

Январĕн 13-мĕшĕнче Раççей, ыран республикăра Чăваш пичечĕн кунне паллă тăватпăр. Çак уявсемпе эпир хамăрăн вулакансене, пирĕнпе тачă çыхăну тытакан ялти корреспондентсене, пичет ĕçĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешĕмĕрсене ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Эпир, районти журналистсем, кăçал 89 çул тултаракан хаçатăмăрта районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕпе, унăн мухтавлă та пултаруллă, сумлă çыннисемпе хамăр вулакансене пĕлтерсех тăратпăр пулин те пире обществăлла корреспондентсем пулăшу аллине тăснине пысăка хурса хаклатпăр. Вĕсен хайлавĕсем, хыпарĕсем хаçата пуян содержаниллĕ, интереслĕ те кăсăклă тума пулăшнине епле палăртмăн.

Акă, Çĕнĕ Пăвари Алимпия Фомина хаçата пĕрремĕш статья çырса янине лайăх астăвать. «Тăлăх ачасене – пулăшу» ят панă ăна вăл. Шкулта 38 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕскер ачасене çирĕп воспитани парас темăсене анлă çутатнă. Унтан кайнă вара… Пенсие тухсан ялти ветерансен канашĕн председателĕ, вырăнти фольклор ушкăнĕн членĕ пулнă май уйрăмах хăйсен тăрăхĕнчи ватăсен пурнăçĕпе паллаштарсах тăрать.

Елчĕкри Александр Сорокин ача чухнех «Колхоз ялавне» юратса вуланă. 2003 çулта шăпа ăна Елчĕке илсе çитерсен район хаçачĕпе тата çывăх туслашнă. Шÿтлĕ калавсен ăсти ытти тĕрлĕ ыйтусене те тĕплĕн хускатать.

Аслă Елчĕкри Валентина Вастуловăна, шкулта вĕреннĕ чухне сочинени çырма ăста пулнăран, 1977 çулта Александр Миллин тĕп редактор, хаçатăн яваплă секретарĕ Петр Печков сĕннипе, ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Пултаруллăскер пилĕк çул хаçатра корреспондентра, çырусен пайĕнче ĕçленĕ. Каярахпа ытти тĕрлĕ отрасльте вăй хунă. Мĕн пенсие кайиччен Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче пиçĕхнĕскер, культура пурнăçне анлăн çутатса тăратчĕ. Халĕ те тĕрлĕ енлĕ статьясем шăрçалать.

Район хаçачĕ – халăх трибуни. Çавăнпа та малашне те хамăрăн активлă ялкорсене паянхи кун уттинчен юлмасăр вулакан патне кирлĕ хыпарсене тĕрĕс те вăхăтра çитерсе тăма творчествăлла ăнтăлу сунатпăр.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Фомина, А.Сорокин, В.Вастулова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code