Воскресенье, 10 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕмер ялĕн паллă поэчĕ

Тĕмер ялĕн паллă поэчĕ

çуралнăранпа кăçал 120 çул çитрĕ.

Григорий Иванович Кузнецов-Кели /сăн ÿкерчĕкре/ 1901 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Çĕнĕ Тĕмерте çуралнă. Унăн ашшĕ – Иван Герасимович Кузнецов тимĕрçĕ çемйинчен тухнă. Сăмай май каласан, Кузнецовсен йăх-несĕлĕнче каярахпа та ăста тимĕрçĕсем пулнă. Иван Герасимович икĕ сыпăклă шкул, Хусанти вак халăхсем валли учительсем хатĕрлекен курс пĕтернĕ. Малтан чиркÿре тиечукра, унтан Хусан кĕпĕрнинчи тĕрлĕ ялсенче ачасене вĕрентнĕ. Революци хыççăн совет органĕсенче ĕçленĕ, уесран уеса куçса çÿренĕ. Пĕлтĕр вăл çуралнăранпа шăпах 140 çул çитрĕ. Пысăк тавра курăмлă ашшĕ хăйĕнчен аслă ывăлне те хăварман. Григорийăн амăшĕ – Мария Васильевна – Турхан ялĕнчен. Унăн пиччĕшĕсем – Якку, Хĕветĕр, Энтри чиркÿре, шкулта ĕçленĕ, поэтсем, публицистсем пулнă. Поэтăн амăшĕ халăх сăмахлăхне лайăх пĕлнĕ, ашшĕ те çамрăклах литература ĕçĕпе кăсăкланнă. Çаксем пурте çамрăк Кĕркурине каярахпа литература çулĕ çине илсе тухнă пулас.

Григорий Кузнецов ялти шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн хальхи Вăрнар районĕнчи Хапăсри иккĕмĕш сыпăкри шкултан, Чурашри /Етĕрне районĕ/ учительсем хатĕрлекен семинаринчен вĕренсе тухнă. Пурнăç çулĕ ăна таçта та илсе çитернĕ. Виçĕ çул /1920-1923/ Хĕрлĕ Çарта пулнă, каярахпа Татчекан комендант уйрăмĕнче, Шупашкарта Чăваш автономи облаçĕн Чрезвычайлă Комитетĕнче, Патăрьел уесĕнчи милици уйрăмĕнче ĕçленĕ. 1924 çулта Чăваш рабфакне вĕренме кĕнĕ. Унта çамрăксене аслă шкулсене вĕренме кĕме хатĕрленĕ.

Кели Кĕркурийĕ, чухăн учитель çемйинче çуралса çити-çитми пурнăçпа пурăннăскер, малашлăх çутă, пурнăç лайăх пуласса шаннă, ĕненнĕ. Ыт ахальтен вăл 1918 çултах комсомола кĕмен, ЧК органĕсенче, тăван ялта халăх хушшинче ырми-канми ĕçлемен пулĕччĕ. 1919-1920 çулсенче вăл Тĕмерте комсомол ячейкине йĕркелет. Халăха çутта кăларассипе нумай тăрăшать. Кирек ăçта ĕçлесен те, вĕренсен те пушă вăхăтра Кĕркури тăван яла – амăшĕпе шăллĕсем, йăмăкĕ пурăнакан Тĕмере васкать. ЧР Патшалăх Тĕп архивĕнче упранакан Тĕмер ял Совечĕн ларăвĕсен протоколĕсем те Григорий Кузнецов ял пурнăçне активлă хутшăнни çинчен калаççĕ. Çакна шута илсе-и Çĕнĕ Тĕмер ялĕнчи ял Канашĕпе «Коминтерн» колхоз правленийĕн 1930 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче пулса иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче унăн çемйине пуянсенчен туртса илнĕ çурта куçарма йышăннă. Анчах поэт унта куçма килĕшмен. Вĕреннĕ чухне поэт Евгения ятлă Ленинград хĕрĕпе пĕрлешнĕ. Вĕсен 1927 çулта арçын ача çуралнă. Ăна Лева ят панă. Хула хĕрĕ ялти культура ĕçне хутшăннă. Пианинăпа ăста каланă. Вăл вылянине итлеме ял çыннисем ятарласа пуçтарăннă.

Çулĕ çывăх мар пулин те Григорий Кели яла час-часах килсе çÿренĕ. Сарлака утăмсемпе яра-яра пусса, шартлама сивĕре те шинельне йÿле ярса, тепĕр чухне çара пуçăн пырса кĕнĕ вăл яла тесе каланине илтнĕ. Пĕр вăхăт Келин арăмĕпе ачи Тĕмерте пурăннă. Поэт вилсен каялла Ленинграда куçса кайнă. Вĕсен малаллахи шăпи паллă мар.

Кели псевдоним ăçтан пулса кайни вулакансенчен нумайăшне паллă мар пулĕ. Çавăнпа та кунта Г.И.Кузнецова аван пĕлнĕ, унпа пĕрле Шупашкарти рабфакра вĕреннĕ В.А.Долгов критик Кели псевдонимĕ çинчен çапла каланине илсе кăтартни вырăнлă пулĕ:

– Пирĕн литературăра Г.И.Кузнецова «Кели» теççĕ. «Кели» тени, çырни тĕрĕсех мар. Вăл хăй «Гелий» тесе çыратчĕ. Анчах та ун чухне чăваш алфавитĕнче «Г» саспалли пулман пирки унăн псевдонимĕ «Кели» пулса кайрĕ. Гелий – грек сăмахĕ. Гелий – хĕвел çинче, хĕвел массинче тĕл пулакан хими элеменчĕ. Вăл литературăна, поэзие, критикăна юратнипе пĕрлех хими наукине юрататчĕ. Çавăнпах хăйĕн псевдонимне те Менделеев системинчен илнĕ…

Питĕ шел, пултаруллă çамрăк хунавлах хăрнă. Ленинград университечĕн юлашки курсĕнче вĕреннĕ ентешĕмĕр пыр туберкулезĕпе чирленĕрен тăван яла таврăннă. Кунтах 1931 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче унăн куçĕсем хупăннă. Ăна оркестрпах пытарнă.

«Ман чĕре ял çинчех…
Пуçăм çеç хулара –
Килĕ кун вĕсене пĕр пулмашкăн, – тесе çырнă вăл.

Пурăннă пулсан тăван халăхшăн, чăваш литературишĕн тата мĕн чухлĕ ĕç туса хăварма пултарнă Тĕмер ялĕн паллă поэчĕ.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code