Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Африка чуми

Африка чуми

2020 çулхи декабрь вĕçĕнче «Балхаш» сунар хуçалăхĕ усă куракан вăрманта хир сыснин виллине тупнă, унра Африка чумин вирусне тупса палăртнă. 2021 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнчен Хĕрлĕ Чутай районĕнче АЧС карантина палăртнă.

Çакă пурне те сисчĕвлентерме тивĕçлĕ. Сыснасен Африка чуми – сикекен хăрушă чир. Вăл ерсен кирек епле выльăх та вилет.

Инфекцин тĕп çăл куçĕ – чирлĕ тата вилнĕ сыснасем. Чирлесе ирттернĕ выльăхсем чылай хушă вирус илсе çÿреççĕ тата сараççĕ. Сывă сысна чирлипе хутшăнсан, аш тата аш продукчĕсем, шалти органсем, юн, шăк, каяш, вилнĕ тата чирлĕ сыснасене пуснă, вĕсене пăхнă çынсем тытнă япаласем, чирлĕ тата виле сыснасемпе çыхăннă килти тата тискер чĕр чунсем, кайăксем, ÿт паразичĕсем, хурт-кăпшанкă урлă лекет вирус.

Ÿт температури 41,5-42 градуса çити ÿсни, апат анманни, пусăрăнчăклăх, питĕ шыв ĕçес килни, сăмса юхтарни, варвитти /хăш чух юнлă тухни/ чир паллисем пулса тăраççĕ. Пĕтĕ ама çурасем пăрахать. Сыснан сăмсинчен юн юхать, хырăмпа хăлхисем тата ытти çĕрти ÿт çинче юн тухса хĕп-хĕрлĕ пăнчă пулса юлать, вăл пÿрнепе пуссан та шуралмасть. 7-10 кунран выльăх вилет.

Сыснасен Африка чумин вирусĕ мĕн пур ытти выльăхсемшĕн тата çынсемшĕн хăрушă мар.

Ку чир ан пултăр тесен, сысна фермисемпе комплексĕсенче ĕçе «хупă» режимпа йĕркелемелле /çынсемпе выльăхсем унта контрольсĕр кĕрсе ан тухчăр тесе, ферма территорине тавралла 2 метр çÿллĕш хÿме тытса çавăрмалла/;

– территорие кĕмелли тĕп вырăнта дезбарьер /тăрă айĕнче/ тумалла, çанталăк сивĕ чух дезраствора ăшăтса тăмалла;

– сыснасене кил хушшине уçăлтарма кăлармалла мар;

– выльăх-чĕрлĕхрен пулнă апата пĕçермесĕр усă курмалла мар;

– чумаран вакцинаци тунине çирĕплетекен ветеринари справкисĕр сысна туянма юрамасть;

– чир паллисем пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр ветеринари врачне пĕлтермелле /тел.: 2-56-42, 2-55-32/;

– ĕçченсене ятарлă тумтирпе тивĕçтермелле, сысна усракан хуçалăх территорийĕнче таса мар тумтирсене çăвассине йĕркелемелле;

– сыснасен ашне ветэкспертиза тутармалла;

– мĕн пур категорири хуçалăхсенчи сыснасене пăхса тĕрĕслесех тăмалла;

– сыснасем усракан пÿлĕме сăвăссемпе юн ĕçекен хурт-кăпшанкăран тăтăшах тасатса тăмалла;

– шăши йышши кăшлакан чĕр чунсене наркăмăшсем хурса пĕтермелле, вĕсен виллисемпе наркăмăш юлашкийĕсене пухса ятарлă вырăнта çунтармалла;

– витесене вăхăтран-вăхăта дезинфекцилемелле, кун валли дезинфекци хатĕрĕсем яланах кирлĕ чухлĕ пулмалла;

– тислĕке сиенсĕрлетме ятарлă вырăна купаласа хумалла;

– ял тăрăхĕсенче Кăнтăр федераци округĕнчен килекен граждансене учета илмелле, çав енчен бандерольсемпе, посылкăсемпе почта урлă янă аш-пăш продукчĕсенчен асăрханмалла.

Д.БАЙМУШКИН,
районти ветеринари станцийĕн тĕп тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code