Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лару-тăру пур пĕрех лăпкă мар

Лару-тăру пур пĕрех лăпкă мар

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ эрнере онлайн мелĕпе йĕркеленĕ, йăлана кĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарса лартас енĕпе ĕçлекен штаб ларăвĕнчен муниципалитетсем те айккинче тăрса юлмарĕç.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çав вăхăт тĕлне больницăсенче 2000 ытла çын выртса сипленнине, çав шутран çуррине яхăн пациент хăйне йывăр туйнине, 46-шĕ ИВЛ аппаратпа сывланине пĕлтерчĕ.

– 9000 ытла пациента тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтернĕ. Кăçал 30 ытла çын реабилитаци тухнă, хальхи вăхăтра 80 çын сывлăхне çирĕплетет, 300 ытла çын сывлăхне çирĕплетес тесе черете тăнă, – тесе пĕлтерчĕ вăл.


Кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне районта 298 çын коронавируспа чирленĕ, 251-шĕ сывалнă, чирлисемпе хутшăнура пулнисем – 58 çын


Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вера Головач палăртнă тăрăх Çĕнĕ çулхи каникул вăхăтĕнче коронавируспа чирлекенсен хисепĕ, малтанхипе танлаштарсан, чакнă. Анчах юлашки вăхăтра вăл татах ÿсме тытăннă. Ытларах 50-60 çулсенчи пациентсем, тивĕçлĕ канура пулин те ĕç вырăнĕсенче юлнă аслă ÿсĕмри çынсем вируспа сиенленнине çине-çинех тупса палăртаççĕ. Елчĕк районĕнче те чирлекен нумайланнă. Виçĕмкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă вырăнти черетлĕ оперштаб ларăвĕнче те шăпах çак ыйту тавра калаçу пуçарнă. Район территорийĕнче, телее, усал чирпе ушкăнпа чирленин тĕслĕхĕсене тупса палăртман пулин те, лару-тăру çивĕч. Роспотребнадзор кăтартăвĕсем тăрăх районта 298 çын коронавируспа чирлени паллă, 251-шĕ чиртен сывалнă. Хальхи вăхăтра 7 çын больницăсенче выртса, 67-ĕн килте сипленеççĕ.

Ларура хăрушă чиртен сыхланса районта пурăнакансене вакцинаци тăвасси, çакăн пирки халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене йĕркелесе ирттереси пирки тĕплĕ калаçу хускатнă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code