Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйтусем нумай…

Ыйтусем нумай…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă, пĕрлехи вăйпа татса памалли малашнехи ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Йăлана кĕнĕ «Çĕнĕ çул çутисем» конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем те паллă. Малтан уйрăм предпринимательсем хăйсем ĕçлекен çуртсен территорийĕсене уява хатĕрленсе епле капăрлатнине хак панă пулсан, хальхинче организацисемпе уйрăм хушма хуçалăхсем хушшинчи çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Иртнĕ çул тĕплĕ юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ Елчĕкри культурăпа кану центрĕн çурчĕ Çĕнĕ çул умĕн йĕри-тавра тĕрлĕ тĕспе ялтăр çуталса ларнине çынсем асăрхамасăр юлма пултарайман, паллах. Ахальтен мар вĕсем конкурсра 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Кивĕ Эйпеçри тĕп шкул – 2-мĕш, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ 3-мĕш вырăнсенче. Çĕнĕ çула хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнине палăртса уйрăм çынсем те хăйсен çурчĕсен çывăхне юмахри сăнарсене аса илтерекен кÿлепесем ăсталаса вырнаçтарнă, тĕрлĕ çутăсем çутнă. Вĕсенчен чи лайăххисем: Валерий Килеевпа /Елчĕк/ Алексей Горшков /Аслă Елчĕк/ хушма хуçалăхĕсем. Вĕсем – пĕрремĕш. Аркадий Алексеев /Çĕнĕ Пăва/ хуçалăхĕ – иккĕмĕш, Зинаида Миллина /Патреккел/ хуçалăхĕ виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Çын хистенипе мар, хăйсен хавхаланăвĕпе çак утăма тума ÿркенмен, илеме чун-чĕрепе туякан çак çынсен ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ăшă сăмахсем каларĕ. Çавăн пекех вăл район шайĕнче йĕркелекен çакăн йышши конкурссене уйрăм хуçалăхсем кашни çул ытларах та ытларах хутшăннине те палăртса калама манмарĕ.

Иртнĕ эрнере юр нумай çуса тултарнине кура çул-йĕре тасатассипе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусенчен те пăрăнса иртме пулмарĕ. Уйрăммăн илсен, сăмах ялти урамсене тасатасси пирки пычĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен администрацийĕсем вырăнти ял хуçалăх предприятийĕпе е техника тытса тăракан уйрăм çынпа çулсене юртан тасатасси пирки калаçса татăлайманран халăха калаçтармалли сиксе тухнă. Çынсен пурнăç условийĕпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатассишĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплă пулса тăни çинчен вара Леонард Васильевич пуçласа аса илтермест.

Иртнĕ канмалли кунсенче «Улăп» ФОКра пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Владимир Албутова асăнса волейбол турнирĕ, Аслă Елчĕкри шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ Виталий Афанасьев ячĕпе хоккей ăмăртăвĕ, Лаш Таяпара пĕр тăван Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса спорт вăййисене йĕркелесе ирттернĕ. Леонард Левый вĕсене пурне те хăй хутшăннă май, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕ. Коронавирус чирĕ алхаснă вăхăтра спорт ăмăртăвĕсене Роспотребнадзорăн СанПин требованийĕсене туллин пăхăнса йĕркеленине палăртрĕ вăл.

ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкинăпа «МВК «Экоцентр» ОООн районти представителĕ Татьяна Адюкова 2020 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. «Экология» ОООн техника енĕпе ĕçлекен директорĕ Виталий Жураев тĕрлĕ шайри ертÿçĕсен умĕнче тухса калаçнă май йăлара усă курнă хытă каяшсене турттарса тухассине Елчĕк районĕнче чăрмавсăр йĕркелесе пынине палăртрĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн район ертÿлĕхне, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тав турĕ.

Налук инспекцийĕн районсем хушшинчи 2-мĕш уйрăмĕн пай начальникĕ Владимир Осипов РФ налук служби обществăлла апатлану тытăмĕнче пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтернĕ чухне укçа-тенкĕ кĕнине пытарса хăварнин сăлтавĕсене тупса палăртас тĕллевпе усă куракан «Обществăлла апатлану» отрасль проекчĕпе паллаштарчĕ. Çакăн пирки паянхи номертех уйрăм материал…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code