Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Манăçми çулсем…

Манăçми çулсем…

Йăлана кĕнĕ тăрăх, республикăра январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ иртет.

Кăçал ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă. Кĕçĕн Таяпари культура ĕçченĕсем уйăхлăха уçса чи малтанах ĕç паттăрĕсем пирки видеопрезентаци курчĕç. С.Понкратьева заведующи историри паллă фактсемпе паллаштарчĕ. 45 кун хушшинче 380 километр хÿтĕлев конструкцийĕсем тунине хумханмасăр итлеймĕн.

Унтан пултарулăх ушкăнĕн вăрçă тематикиллĕ юррисене итлерĕç. Н.Павлова, «Соловушки» ансамбль, В.Матвеев, В.Петров, Л.Колсанов шăрантарнă юрăсем чун-чĕрене пырса тиврĕç.

Культура çурчĕн фойинчи стенд та 80 çул каяллахи йывăр вăхăтсене аса илтерчĕ.

Н.ЛЕОНИДОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Соловушки» ансамбль.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code