Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Сунарçăсен биатлонĕ

Сунарçăсен биатлонĕ

 

Сунарçăсен биатлонĕ йыхравлать Февралĕн 21-мĕшĕнче Лаш Таяпари акар йытăсен питомникĕн ертÿçи Леонид Князев тата районти сунарçăсем йĕркеленипе пĕр тăван Князевсен призĕсене çĕнсе илессишĕн сунарçăсен биатлонĕ иртет. Унта хамăр тата кÿршĕллĕ республикăсенчи тĕрлĕ районсенчи, ытти регионсенчи сунарçăсем хутшăнĕç. Çулсерен ирттерессине йăлана кĕртнĕ ăмăрту официаллă майпа 10 сехетре пуçланать. Участниксем 8 сехетре пуçтарăнса çырăнаççĕ. 10 сехет те 30 минутра биатлонистсем старта тăраççĕ. Команда йышĕнче 3 çын пулĕ. Сунарçăсем малтанхи чупура хăйсем анчах, ытти чупусенче йытăсемпе ăмăртĕç. Леонид Васильевич хыпарланă тăрăх, кăçал Куславкка районĕнчи хĕрарăмсенчен анчах тăракан команда та хутшăнĕ тупăшăва. Çĕнтерÿçĕ командăсене асăну паллисемпе, медальсемпе, грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе (1-мĕш вырăншăн хир сысни тата бензопила, 2 — сурăх такипе детальсене якатакан станок-машина, 3-мĕш вырăншăн – хур тата шуруповерт) парса хавхалантарĕç, парнесене командăри 3 участник та тивĕçĕ. Çавăн пекех çак кун сунарçăсем хăйсен пултарулăхне ытти вăйăсенче те тĕрĕслĕç: армрестлинг, мас-рестлинг, шахмат турнирĕ тата ытти те. Вырăнти фольклор ушкăнĕпе юрăçсем, купăсçăсем уяв программине пуянлатĕç. Курăк чейĕ, вĕри апат участниксен чунĕсене ăшăтĕ. Программăна «Кашкăр йăви» хăна комплексĕпе тата питомникпе тĕплĕнрех паллашассине те кĕртнĕ. Е.ПЕТРОВА

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code