Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Йĕркене пăхăнман

Йĕркене пăхăнман

Р. административлă тĕрĕслеврен пăрăннăшăн айăпланнă.

Вăл Çĕнĕ Шупашкарти хула сучĕ йышăннă чарупа тивĕçсене пăхăнман. Колонинчен тухнă хыççăн гражданин тĕлĕшĕпе административлă тĕрĕслев çирĕплетнĕ, çавна май Р.-ăн 3 кун хушшинче Елчĕк районĕнчи полици уйрăмĕнче регистрациленмелле пулнă. Çавăн пекех унăн тĕрĕслекен органсене пĕлтермесĕр пурăнакан вырăнне улăштарма, каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен çуртран тухма юраман.

Суд Р. ĕçне пăхса тухнă, РФ УК 314.1 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн ăна 6 уйăх çирĕп режимлă колонине юсанма янă.

Г.ЧЕРНОВА,
Елчĕк район сучĕн председателĕн пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code