Среда, 10 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăçа чĕререн юратсан – Çитĕнÿ те, телей те пур сан

Пурнăçа чĕререн юратсан – Çитĕнÿ те, телей те пур сан

Вера Ивановна Васильева районти выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Çакна паян ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕп специалистсем те çирĕплетсех калама пултараççĕ.

26 çул Елчĕк район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ пулса вăй хунă вăл, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара тата ытларах. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Пенсие тухнăранпа вăхăчĕ самаях иртнĕ пулин, пурпĕрех, çав çулсенчи теветкеллĕхпе хастарлăх çухалман-ха унра, чун-чĕри вара ĕлĕкхинчен кая мар ĕçшĕн хыпса çуннине те ăнланса илме йывăр пулмарĕ…

АПКри лару-тăрăва тĕплĕн пĕлсе тăрать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнинчен çулталăк тăршшĕпех тупăш кĕнине ăса хывма хăнăхнă çак çыншăн уйрăмах асăннă отрасльте хальхи вăхăтра вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсем кăсăклă. Çĕршыври «АПК аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн юлашки çулсенче Европа технологийĕсемпе усă курса витесене тĕпрен юсанă е çĕнĕрен хута янă, хальхи оборудованисем вырнаçтарнă районти ял хуçалăх предприятийĕсен тĕслĕхлĕ ĕçне курса савăнать.

– Ял хуçалăхĕн малашлăхĕ пысăк. Çĕнĕ технологисемпе усă курни ĕç тухăçлăхне тата продукци туса илессине ÿстермелли çул-йĕре палăртать. 20-30 çул каяллахипе танлаштарсан, фермăсенчи ĕç условийĕ те нумай ансатрах халĕ. Апла пулин те пысăк хуçалăхсене аталанма çăмăлрах пулнине пурте пĕлеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнипе пĕр вăхăтрах чĕр тавара вырăнтах ĕçлесе хатĕрлемелли майсем нумай. Вĕсем парăма кĕмесĕрех çĕнĕ объектсем хăпартма пултараççĕ, – тет ĕнерхи тĕп зоотехник.

1980 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăнах ăратлăх енĕпе ĕçлекен зоотехник тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă Вера Васильева çав тапхăрта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ĕçне мĕнле йĕркелесе пынин хăш-пĕр саманчĕсем çинче чарăнса тăмасăр иртме пултараймарĕ. Районти колхозсенче 18000 пуç ытла мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран 6500 пуç сăвăнакан ĕне, сыснасем – 39000, сурăхсем – 8000 пуç шутланса тăнă. Елчĕк районĕ выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илес енĕпе çирĕплетнĕ патшалăх умĕнчи тĕллевсене пурнăçлассипе ун чухнех республикăра малтисенчен пĕри пулнă.

– Иртнĕ ырă вăхăта аса илес пулсан, çав çулсенче малта пыракан хуçалăхсенче те пĕр ĕнерен 3000 килограмм анчах сĕт сунă, ăна та рекордлă кăтарту тесе хакланă. Хальхи вăхăтра вара çак цифра 3 хут пысăкрах – 8000-9000 килограма çывăх. Çакна эсир специалист вырăнĕнче пулса мĕнле хак панă пулăттăр?

– Çав вăхăтра ĕрчевлĕ пулнă симментал ăратри ĕне выльăха сĕт туса илме анчах мар, аш-какай валли те усă курнă. Самăр выльăх сĕтне те сахалрах антарать.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне тухăçлă аталантарас, уйрăммăн илсен, сĕт туса илессине тивĕçлĕ шая çитерес тĕллевпе каярахпа пурнăçа кĕнĕ патшалăх программи пĕтĕм ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме хистерĕ. Ку чухне чи кирли – сăвăнакан ĕнесен ăратлăхне лайăхлатассине тĕп вырăна хума кирли паллă пулчĕ. Хура-ула Голштин ăратри ĕне выльăх ĕрчетесси, республикăри племпĕрлешÿ хутшăннипе пуян ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕсемпе фермăсене тивĕçтересси вăя кĕнĕренпе сĕт туса илесси çулран-çул ÿссе пычĕ.

Хальхи вăхăтра районти малта пыракан хуçалăхсем çывхартакан кăтартусем пирки чарăнса тăрас пулсан та, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ăсчахсем тĕрлĕрен семинар-канашлусенче тухса калаçнă май, пĕр ĕнерен 9000 килограмм сĕт сума пулнине ун чухнех çирĕппĕн ĕнентеретчĕç. Анчах сăвăнакан ĕнесен продуктивлăхне палăртнă чухлĕ шая çитерес тесен чи кирлĕ 4 çак пункта асра тытма сĕнетчĕç. Пĕрремĕшĕ вăл – пысăк ăратри ĕне выльăх, иккĕмĕш – хăтлăх, виççĕмĕш – пысăк пахалăхлă апат, тăваттăмĕш – кадрсем.

Фермăсенче пĕтĕм ĕçе çапла йĕркелесе пыма тăрăшаççĕ те: ăратлă ĕне выльăх ĕрчетесси – малти вырăнта, пахалăхлă апат хатĕрлеме вĕренсе çитнĕ. Хăтлăх та пур, чылай çĕрте ĕнесене кăкармасăр усраççĕ, вĕсене тăрантарма апат сĕтелĕ вырнаçтарнă, айсарăмĕ те тÿшек пек çемçе. Шел, кадрсен ыйтăвĕ – çивĕч. Фермăсенче осеменаторсем, зоотехниксемпе ветеринарсем çитмеççĕ. Çакă кăтартусене çывхартассинче чăрмавсем кÿме пултарассине пытараймăн. Унсăр пуçне, хальхи вăхăтра пысăк продуктивлă ĕнесене уйрăм рационпа тăрантарма, рациона компьютерта çирĕплетнĕ программăпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пыма кирли çирĕпленет.

Вера Васильева хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен ăста специалист анчах мар, вăл лайăх йĕркелÿçĕ пулнине те пурте пĕлеççĕ. Вăл тăрăшнипе пысăк кăтартусене çывхартма – чи лайăх ĕçлеме пултаракан дояркăсене тупса палăртас, вĕсемпе пĕрле фермăсен коллективĕсене те хавхалантарас тĕллевпе пĕр ĕнерен чи нумай сĕт сăвакан дояркăсен районти клубне /малтан – 3000, каярахпа -3500, 4000, 4500 килограмм/ туса хунăччĕ. Ĕне сăвакансем – хĕрарăмсем. Çакна шута илсе пысăк сăвăм ăстисен слетне мартăн 8-мĕшĕ умĕн тулăх кĕрекере йĕркелесси çирĕп йăлана кĕнĕччĕ. Ферма хĕрĕсем районти хăйсен ытти ĕçтешĕсемпе тĕл пулса калаçни пĕр-пĕрин ĕçри вăрттăнлăхне ăса хывма пулăшнă, хавхаланса çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма хистесе тăнă. Дояркăсемпе техник-осеменаторсен конкурсĕсем те кашни çулах иртнĕ. Пĕрремĕш вырăна йышăнакансем республикăри конкурсра тупăшнă, районти дояркăсемпе техник-осеменаторсем çак ăмăртусенче те ялан малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, хаклă парнесемпе таврăннă. Уяв юрă-кĕвĕсĕр те иртмен. Шкулта вĕреннĕ чухнех сцена çинчен анма пĕлмен, Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне хорта юрлама вăхăт тупнă, каярахпа хăй тĕллĕн кунта хĕрсен ансамбльне йĕркелесе яма теветкеллĕх çитернĕ Вера Ивановна выльăх-чĕрлĕх пăхакансен районти уявĕсен кĕрекине те хăй илем кÿни асран тухмасть. Хальхи вăхăтра та ветерансен «Туслăх» хорне хутшăнать, чĕререн чĕтренсе тухакан унăн иккĕмĕш сопрано уçă сассине ыттисенчен çăмăллăн уйăрса илме пулать. Хастарлăхĕпе ÿркенменлĕхне кура ăна тепĕр хушма ĕç – районти пенсионерсен канашне ертсе пыма шанса панă.

Çын каласа кăтартнинчен мар, хамăр та пĕлетпĕр: уншăн ĕç вырăнĕнче татса памалли ыйтусем – чи малти вырăнта тăнă, килти ĕçе вара юлашкинчен, вăхăт тупăнсан та тума юранă. Виçĕ ача çитĕнтерекен амăшĕн шкулти пухусене çÿреме те вăхăчĕ сайра тупăннă. Кĕçĕн хĕрĕ Ирина ахальтен мар халĕ те çакăн пирки ÿпкелешсе аса илет.

Тĕп зоотехник кулленхи хут ĕçĕсемпе тĕрлĕрен отчетсене вăхăтра йĕркелесе пынă. Фермăсенче те эрнере 2-3 хутран кая мар пулма вăхăт тупнă, лару-тăрăва хăй куçĕпе курса ăнланнă, хак панă. Унсăрăн туса çитереймен ĕç, е ытти ыйту пирки колхоз председателĕпе е вырăнти зоотехникпа епле ĕçлĕ калаçу йĕркелĕн? Кашни кунах телефонпа çыхăнса колхозсенче мĕн чухлĕ сĕт туса илнин çĕнĕ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетни /Ял хуçалăх министерствинчен, районти пуçлăхсем, редакцирен шăнкăравласа ыйтаççĕ-и/ ирхине ĕç кунĕ пуçланнă-пуçланманах хатĕр пулнă. Вырăнсенче пулнă вăхăтра та сĕт туса илнине кăтартакан сводкăна, кăтартусене пĕтĕмлетекен ытти таблицăсене те алăран яман вăл. Тĕп зоотехник кирек хăш ыйту çине те кăтартусем çине таянса уçăмлă хуравсем панă. Район хаçачĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме вăхăт тупнă. Унăн тивлетне пула хаçат страницисенче специалист сĕнĕвĕсене час-часах усă кураттăмăр. Вера Ивановна тунă ĕçсем çинчен журналиста каласа панипе анчах çырлахман, пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ ыйтусем тавра ятарласа хăй сахал мар статья шăрçаланă.

Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Вера Лукиянова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Питтĕпел каччипе – Геннадий Васильевпа ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă, студент çулĕсенчех пĕрлешсе çемье çавăрнă. Тăваттăмĕш курсра вĕреннĕ чухне йĕкĕрешсем – Аленăпа Алексей çуралнă. Юлташĕсем тĕлĕннипе «чĕлхисене çăтнă». Студентсем çамрăк мăшăра йĕкĕреш ачасем çуралнă ятпа саламлама черете тăнă. Тепĕр чухне вĕсем Васильевсен пĕчĕк хĕрĕпе ывăлне урама уçăлма хăшĕ маларах илсе тухасси пирки те тавлашнă, калаçса татăлайман чухне вара шăпа янă.

Ял хуçалăхĕнчи ĕç мĕн тери йывăр пулнине пĕлсе тăнă ашшĕпе амăшĕ – Иван Мироновичпа /Первомайскинчи крахмал заводĕнче мастерта вăй хунă/ Варвара Михайловна /ял совет секретарĕ/ Вера шухăшне малтанласа ырласах та йышăнман. Апла пулин те çирĕп кăмăл-туйăмлă хĕр упраç хăй ĕмĕтленнине пурнăçланă, малашлăхри пурнăç шăпи те ял хуçалăх институтĕнче вĕреннинчен пуçласа тĕвĕленнĕ. Вăл вăхăтра аслă вĕренÿ заведенийĕсем хăйсен выпускникĕсене аякри край-облаçсене направленипе ĕçлеме ярас юхăм вăй илнĕ пулнă. Мăшăрĕн, Геннадий Алексеевичăн ашшĕ – Алексей Васильевич Саландаев, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин инваличĕ. Ăна ачисен тимлĕхĕ кирлĕ пулнине шута илсе Васильевсене тăван тăрăха ĕçлеме хăварнă.

Хальхипе танлаштарсан тĕлĕнмелле те пек: Питтĕпел ялне пурăнма таврăннă аслă шкулта вĕренсе тухнă çамрăкшăн вырăнта тăруках ĕç вырăнĕ те тупăнман. «Победа» колхозра унсăрăнах зоотехник специальноçĕпе ĕçлекенсем çителĕклĕ – 3 штат та тулли. Ытти хуçалăхсенчи зоотехниксем те – çирĕпленнĕ хăйсен вырăнĕнчи çынсем. Ытти колхозсенче ĕçлеме вырăн тупайманран, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Аркадий Михайлович Багаутдинов ăна шăпах ăратлăх енпе ĕçлекен районти зоотехник вырăнне сĕннĕ. Вера Васильева малтанхи кунран тытăнсах хăйпе юнашар пулнă, кулленхи ĕçре пулăшса – ал парса пынă аслă юлташĕсене – çав çулсенче ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ пулса тăрăшнă Валерий Иванович Степанова, районта выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тивĕçлĕ шая çĕклессине асра тытса вăй хунă КПСС Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Василий Яковлевич Шадрикова чĕререн тав тунине пĕлтерет.

– Суйласа илнĕ çул-йĕр вĕсен пилĕпе ăнăçлă йĕркеленсе пычĕ, – тет халĕ ĕç ветеранĕ. Ытти ĕçтешĕсене те ырăпа аса илчĕ. Вĕсем: Анатолий Николаевпа Зинаида Галошева, Зинаида Тарасова /«Победа»/, Петр Купташкин /«Сатурн»/, Алексей Трофимовпа Галина Филиппова /«Рассвет/, Юрий Лапшинпа Галина Краснова /«Эмметево»/, Валентина Александрова /«Труд»/, Елена тата Михаил Разумовсем /«Прогресс»/, Александра Семенова /«Заря»/, Валентина Молоствова /Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз/.

…Ĕç ăшне путнă вăхăтрине – кил-тĕрĕшри ĕçсене те, тен, пурнăçлама ĕлкĕрейменнине, кĕçĕн хĕрĕн ÿпкевлĕ сăмахĕсене те халĕ тивĕçлипе тÿрре кăларать вăл. Васильевсен кил-çурчĕ хăтлă та тирпейлĕ – кунта Вера Ивановна алли пырса тĕкĕнмен вырăн çук. Кирлĕ вăхăтра килти хушма хуçалăхри хурт-хăмăра та хăй пăхать. Çуллахи вăхăтра аш-какай валли чăх-чĕп ÿстерет. Пахчари çĕр лаптăкĕпе те тухăçлă усă курать, вăл унта сывлăхшăн усăллă темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерет. Ытлашшине хĕлле çиме сивĕтмĕше хывать. Пÿремеч-кукăль тата ытти тутлă апат-çимĕç ăсти те. Ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем уявсемпе канмалли кунсенче хăнана пуçтарăннă вăхăтра урай варринчи пысăк сĕтел ури авăнать.

Хĕллехи пушă вăхăтсенче те кĕрĕк арки йăваласа ларма хăнăхман вăл. Алă ĕçне кăмăллаканскер, юлташĕсен кăмăлне те тивĕçтерет, вĕсене хăй илемлетсе çыхнă япаласене парнелесе чунĕсене ăшăтать.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code