Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Госпитальсем йĕркеленĕ

Госпитальсем йĕркеленĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ентешсем вăрçă хирĕнче анчах мар, ытти хĕрÿ вырăнта та çĕнтерĕве хăйсен тÿпине хывнă. Педагог, шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕ – Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Иванович Иванов, 1941-1942 çулсенче Хĕрлĕ Çар ретĕнче тăнă май, Хусанти çар госпиталĕн апат-çимĕç уйрăмĕн начальникĕ пулнă.

Вăл 1912 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче тĕнчене килнĕ. Шкул хыççăн Ленинградри Н.К.Крупская ячĕпе хисепленекен институтран вĕренсе тухсан направленипе Тутар Республикинчи Елабуга хулинчи библиотехникума ĕçлеме янă. Унта вăл директор çумĕ пулса тăрăшнă. 1940 çулта вырăнти çар комиссариатĕнчен Василий Иванович çинчен характеристика ыйтса ун ĕçне çыру яраççĕ, кăштахран хăйне те чĕнсе илеççĕ.

– Çар комиссариатне çитсен манăн документсене пăхнă хыççăн аслă лейтенант направлени çырчĕ те конверта чиксе пичет çапрĕ, мана çапла каларĕ: «Мартăн 1-мĕшĕнче 8 сехет тĕлне Хусанти çар комиссариатĕнче пулмалла», – аса илнĕ çакăн пирки Василий Иванович.

Çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче пулас салтак Хусанти çар комиссариатне çитет. Кунтан ăна çар чаçĕсенчи апат-çимĕç ĕçĕн специалисчĕн курсне вĕренме яраççĕ. Виçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн çамрăк хăй ĕçленĕ техникума таврăнать. Вăл вăхăт тĕлне экзаменсем вĕçленсе пынă. Ун вырăнне юлнă Иван Михайлович Степанов преподаватель ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе пынине курсан Василий кăмăллă юлать.

1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕ. Техникумран вĕренсе тухакансем савăнăçлă уйрăлу каçне йĕркеленĕ. Унта вĕсен тăванĕсем, çемьеллисен мăшăрĕсем пуçтарăннă, уявра пурте ирхи шуçăмччен савăннă.

Анчах та хаваслăх нумая пыман – çак кун хăрушă вăрçă пуçланни пирки пĕлнĕ вĕсем. Мĕн пур савăнăçа, ĕмĕт-тĕллеве хупласа хунă хăрушă сăмах. Июнĕн 25-мĕшĕнчен техникумри преподавательсене вăрçа ăсатма пуçланă. Кĕçех В.Иванова та Хусана – çар комиссариатне чĕнтернĕ. Кунта унпа нумаях калаçса тăман, кĕске хушăрах çар эвакуаци госпиталĕн апат-çимĕç уйрăмĕн начальникĕ пулма çирĕплетесси пирки пĕлтернĕ.

Тĕрĕссипе госпиталĕ пулман-ха. Василий Иванович Хусан хулинчи пир-авăр комбиначĕн культура çуртне кĕске вăхăтра çĕнĕрен йĕркелесе госпитале çавăрма хушу илет. Çак 3 хутлă çурт Импери вăрçи пуçланиччен Алафузов фабрикантăн çурчĕ пулнă. Культура çурчĕн директорне нумаях пулмасть вăрçа илсе кайнă. В.Иванов пынă тĕле кунта Максим Дунаев хуралçă мăшăрĕпе пурăннă. Хуралçăпа мĕн пур хутри пÿлĕме пăхса çаврăннă хыççăн тÿрех кирлĕ документсене хатĕрлеме пуçăнать ентеш. 4-5 кун хушшинче госпитале 20 медицина сестрипе санитаркăсене ĕçе вырнаçма янă. Евгений Журавлев çар тухтăрне госпиталь начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Евгений Веселовский бухгалтера финанс, Дмитрий Аникина таварсен уйрăмĕн ертÿçи пулма шанаççĕ. Çуртăн путвалĕнче кухня, столовăй тăваççĕ. Кунтах апат-çимĕç продукчĕсен складне уçаççĕ. Госпитальти тĕрлĕ уйрăм ĕçченсемпе тулсах пырать. Халĕ ĕнтĕ ертÿçĕсем республикăри тĕрлĕ районти колхозсемпе пахча çимĕç тата улма-çырла хатĕрлес енĕпе ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме тĕллев лартаççĕ. Уйрăмах кая юлса пыракан Дубъяз районĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелле пулнă. Юдин районĕнче вара купăста хатĕрлемелле. Госпиталĕн автомашина пулман, тавар е ытти япала турттарма 12 лашапа усă курнă.

Август вĕçĕнче пуçласа 1 автобус аманнă салтаксене илсе килеççĕ. Çак кунтан пуçланаççĕ те ĕнтĕ хĕрÿ вăхăтсем. Асăннă госпиталь аманнисемпе тулсан Хусанти Гладилов урамĕнчи 4 хутлă 8-мĕш номерлĕ вăтам шкула госпитале çавăрма хушу илет Иванов. Кунта та йăлт çĕнĕрен йĕркелемелле. Медперсоналăн анчах мар, мĕн пур ĕçченĕн ĕç калăпăшĕ 2 хут ÿснĕ. Ку госпитальте пахча çимĕçпе тивĕçтерме каллех Дубъяз районĕпе ĕçлеме хушаççĕ. Юр çуса хурать. Ĕç çыннин алли çитменнипе районти «Канаш» колхозри 1 гектар купăста юр айне пулать. Пĕрле пухăнса калаçнă хыççăн кунти мĕн пур ĕçчен 6 лав çине тиенсе хуçалăха купăста касма каять. 1 гектар купăстана 3-4 кунра касса пĕтерсе госпитале турттараççĕ ĕçченсем. Шăннă купăста нумай упранманнине кура унăн пысăк пайне тураса тăварлаççĕ.

1941 çулхи кĕр кунĕсем питĕ сивĕ тăнă. Кухньăри хурансене талăкĕпех вĕри тытмалла пулнă. 800-900 çын валли апат пĕçерсе тăрасси пĕрре те ансат мар. Çапах та ĕçченсем пĕри те алă усман, малтан-мала талпăнса, ирсĕр фашист патне пĕтĕм курайманлăхпа тулса йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă.

1942 çулта В.Иванова йĕрке хуралĕн ĕçченне куçарнă. 1942-1953, 1958-1971 çулсенче вăл НКВД милицийĕн управленийĕн 3-мĕш уголовлă шырав уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕнче, Хусанти 3-мĕш милици уйрăмĕн начальникĕн çумĕнче тата ертÿçинче, каярах шалти ĕçсен органĕсенче яваплă должноçсенче тăрăшнă.

1953-1958 çулсенче Василий Иванович Тутар Республикинчи Кулавескри 7 çул вĕренмелли шкулта директорта тăрăшнă. Вăрçăччен вăл районти Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăм, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче вĕрентекен пулса ĕçленĕ.

В.Иванов 1995 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Г.ИЗОСИМОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code