Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тăван тавралăх музейĕнче – паттăрлăх урокĕ

Тăван тавралăх музейĕнче – паттăрлăх урокĕ

Оборонăпа массăллă ĕç тата спорт уйăхлăхĕ пынă май Аслă Таяпа шкулĕнче 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем, Г.Маловăпа М.Кузнецова класс ертÿçисемпе пĕрле, Елчĕкри тăван тавралăх музейне çитсе курчĕç.

Музей ĕçченĕсем С.Голубевăпа С.Степанова ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чи малтан музей ертÿçи Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă куравпа паллаштарчĕ. Унта истори справкисем, архив докуменчĕсем, хÿтĕлев чиккисене тунипе çыхăннă материалсем упранаççĕ. Вĕсем халăхăн Сăр тата Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсене тăвас ĕçри паттăрлăхне кăтартса параççĕ.

Çавăн пекех Афганистан çĕрĕнче çапăçса паттăрлăх кăтартнă ентешсем çинчен те каласа пачĕ С.Голубева. Вунă çула пынă Афган вăрçи: 1979 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен. Елчĕк районĕнчи 300 ытла çамрăкăн Афганистанра юн тăкма тивнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ – А.Патшин /Аслă Елчĕк/, Ю.Григорьев /Кивĕ Эйпеç/, Ю.Борисов /Елчĕк/ – Тăван çĕршыва таврăнайман. Вĕренекенсем Афганистан çĕрĕнче çапăçнă ентешсем çинчен Н.Ф.Малышкин çырнă «Чыслăх салтакĕсем» кĕнекене тепĕр хут тытса вуларĕç, видеофильмсем, презентацисем пăхрĕç.

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче иртнĕ паттăрлăх урокĕ ачасен асĕнчен нихçан та тухмĕ.

Г.МАЛОВА,
Аслă Таяпари тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code