Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Наркотиклă ÿсен-тăран çитĕнтернĕ

Наркотиклă ÿсен-тăран çитĕнтернĕ

Çĕрпÿ районĕн сучĕ вырăнта пурăнакан 32 çулти çамрăка преступлени тунăшăн айăплă тесе йышăннă. Ăна наркотик хатĕрне саккунсăр майпа туяннăшăн тата упранăшăн айăплаççĕ.

Суд палăртнă тăрăх, 2020 çулхи май уйăхĕнче вăл интернет урлă наркотиклă ÿсен-тăран вăррине туянмашкăн саккас тунă. Ăна каярахпа районти пĕр ял çывăхĕнчи вăрттăн пушă лаптăка акнă. Унта темиçе хутчен те велосипедпа кайса килнĕ. Юлашкинчен курăка килне илсе таврăнса типĕтнĕ, полици ĕçченĕсем асăрхичченех упранă. Çапла вара арçынран наркотиклă ÿсен-тăрана 1 кг яхăн туртса илнĕ.

Арçын хăйĕн айăпне йышăннă. Анчах чавса çывăх та çыртма çук – ăна условлă майпа 3 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, тĕрĕслев вăхăчĕ 2 çулпа танлашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code