Среда, 17 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вăрăм ĕмĕрлĕ пуласчĕ

Вăрăм ĕмĕрлĕ пуласчĕ

Çут тĕнче епле илемлĕ, пурăнас та пурăнас килет, сывлăх çеç пултăр. Çавăнпах телевизорпа тухтăрсем ăнлантарса панине час-часах курма-пăхма тăрăшатăп. Ман пекки нумай иккен, уйрăмах хĕрарăмсем вăрăм ĕмĕрлĕ пуласшăн.

Александр Мясников тухтăр каланисем асран тухмаççĕ. Нумаях пулмасть вăл тĕрĕс ÿкме вĕрентрĕ.

– Халь хĕлле ура шуса кайсан шăмăсене хуçма пулать, кайран вырăн çинче выртса вилме пултаратăр, – терĕ. Хăй 2 хутчен ÿксе кăтартрĕ. Малтанхи тĕрĕс пулман иккен, çавăнпа тепре ÿкрĕ. Мана 2 хутĕнче те пĕр пек ÿкнĕн туйăнчĕ, аяк çине ÿкмеллине çеç астуса юлтăм. Эпĕ те ÿкме вĕренме шутларăм. Кавир татăкне сартăм та сылтăм еннелле тайăлса ÿкрĕм, шаплатрăм, урăхла каласан. Вăйлă ыратнине чăтаймасăр кăшкăрса ятăм, килтисем чупса пычĕç. Мăшăр тÿрех ятлаçма пуçларĕ. Кин кăна хута кĕчĕ, малтан урамри юр куписем çине ÿксе хăнăхма сĕнчĕ. Кăнтăрла çынран аван мар, апла пулсан çĕрле урама тухса ÿкме сĕнчĕ кайран мăшăр та.

Юлашки вăхăтра манăн ялан хырăм выçать. А.Мясников тухтăр нумай çиме хушмасть. Ытларах симĕс салат, пахча çимĕç çиме сĕнет. Хĕллене хатĕрленĕ симĕс сухан, петрушка, укроп çулçисене тахçанах çисе ятăм. Кăнтăрла пĕр чĕлĕ çăкăр илетĕп те сало патне алла тăсатăп. Çук, ниепле те илме хăяймастăп, холодильникра та Мясников пăхса ларнăн туйăнать. Çăкăра ăшă шывпа çыртса çиетĕп. Выçă çÿретĕп, ĕмĕре тăсас, тетĕп.

Тухтăр хусканусем тума та хушать, утма хистет. Çиччĕмĕш кун утатăп. Ялтан тухса 3 çухрăмри юпа патне çитнĕ çĕре вуç ывăнатăп, хашкана еретĕп. Паян юпа патне çитсе каялла çаврăннă вăхăтра шурă машина хăваласа çитрĕ. Тăваткал кузовĕ çине тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе илемлетсе кăлпасси, пулă, ананас, банан, çăкăр, сĕт-çу савăчĕсене ÿкерсе хунă. Хыçалта алăкĕ пур, холодильник пекех курăнать. Машина иртсе кайсан çăвара карса юлтăм. Çиес килнине, кайран алла тăсса чупнине анчах астăватăп. Ял вĕçĕнчи кĕпер урлă машинăпа харăс каçрăмăр.

Тарпа йĕпеннĕ тумтире улăштарсан çиес килнине пусарас шутпа кухньăна шыв ĕçме кĕтĕм. Кунта çемье апат çиме пуçтарăннă.

– Эсĕ пур пĕрех çиместĕн тесе сансăрах апата лартăмăр, – шăл йĕрет мăшăр, çуллă семга пулă татăкне чăмласа.

Мясников тухтăр апат çиет те турник çинче туртăнать. Эпĕ те хам валли турник туса пама ыйтрăм. Çук, туса памасть, 82-ри пуçупа персе анатăн, тет. Халь акă мунча лаççинче ларатăп, куç темшĕн пĕрре те милĕк çулçисем çинчен каймасть.

С.АРКАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code