Четверг, 20 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕчĕк процентпа

Пĕчĕк процентпа

Агропредприятисене цифрăлама тата тавара маркировкăламалли оборудовани туянма, çав ĕçсемпе çыхăннă ытти тĕллеве пурнăçлама çулталăкра 1-5 процент хушса кĕске хушăра тавăрмалли çăмăллăхлă кредит уйăрма йышăннă.

Çакăн пирки РФ Ял хуçалăх министерстви ятарлă хушура çирĕплетнĕ. Çулталăкра 5 процент таран хушса тÿлемелли кредита лабораторире тĕпчев ирттерме тăпра илмелли тата уй-хир чиккине палăртмалли ятарлă оборудовани туянас тĕллевпе те илме пулать. Çавăн пекех аграрисене кăçалтан пуçласа производствăна тата продукцие тирпейлессине цифровизацилемелли программăсене ĕçлеттерме тата пулăшу кÿме кĕске хушăра процентпа пĕрле тавăрса памалли кредитпа тивĕçтереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code