Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бизнесменсем отчет тăвĕç

Бизнесменсем отчет тăвĕç

Çĕршывра пĕчĕк тата вăтам бизнес ĕçĕ-хĕлĕ пирки сведенисем пухма пуçланă.

Çакăн пек сăнава Раççейре 5 çулта пĕрре ирттереççĕ. Унта пĕчĕк бизнесăн мĕн пур субъекчĕ хутшăнать. Организацисемпе предпринимательсен статистика органĕсене хăйсен ĕç-хĕлĕн тĕп кăтартăвĕсем çинчен пĕлтермелле. Çакă пĕчĕк тата вăтам бизнесри лару-тăрăва туллин пĕлсе тăма пулăшĕ. Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем çавăн пекех предпринимательсене бизнесри пушă вырăнсене йышăнма, ĕçлĕ çыхăнусене аталантарма, малашнехи çул-йĕр тĕллевне палăртма, патшалăхран хушма пулăшу илме май парĕç. Патшалăх вара сăнав кăтартăвĕсене тĕпе хурса çак сектора пулăшмалли çĕнĕ меслетсене палăртĕ, пуррисене лайăхлатса улăштарĕ.

Сăнав ирттернĕ вăхăтра пĕчĕк бизнесăн 2020 çулхи ĕç-хĕл кăтартăвĕсене пухаççĕ. Отчета электрон майпа тата хут çине пичетлесе статистика органĕсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен çитермелле. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ /Госуслуги/ урлă çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Палăртнă вăхăтра отчет паманнисене е йăнăш сведенисем тăратнисене административлă майпа явап тыттараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code